Система
Регистраци
Кěмелли


 Юмахсем
 Халапсем
 Юрăсем
 Сăвăсем
 Пурнăç йěрки
 Ваттисен сăмахěсем
 Ялсем
 Шупашкар
 Ссылкăсем

 Добавить
 Пěтěм список
 Хушмаллисем
 Шырамалли
 Сайт çинчен
 Инструкци

Get Firefox!
Чăваш халăх сайчĕ

Чăваш халăх канашлăвĕ
Рейтинг@Mail.ru
 Илтнипе кăна ан мухтан:
 

    — Эп тем те илтнĕ! — мухтаннă пĕр куштан. — Тем те пĕлетĕп!
    — Апла эсĕ пикайăк текен чĕрчун çинчен те илтнĕ пулĕ? — ыйтать унран Патян.
    — Илтнĕ, пĕлетĕп, — çирĕплетет лешĕ.
    — Пĕлейместĕн пуль, ĕненместĕп.
    — Пĕлетĕп! — хăйĕннех перет лешĕ.
    — Атя тупашатпăр апла, — тет Патян. — Пĕр сурăхла. Выляса илсен сан кĕтӳнте тепĕр мăнтăр сурăх пулать.
    — Килĕшетĕп! — савăнсах каять куштан.
    Килĕшсе ала тытаççĕ кусем.
    — Ну, халь кала, мĕнлерех-ши вăл пикайăк? — тет Патян. — Качака пек-ши е кăркка пек-ши?
    — К-к-качака пек, — хуравлать куштан, анчах Патян кулнине курса, хайне хай тӳрлетет: — Çук, каркка пек.
    — Эх, пакăлти, — тет ăна Патян, — илтнипе кăна ан мухтан, япалана курма тăрăш. Курсан вара тин пĕлĕп теме юрать. Çук ун пек чĕрчун, ăна эп хам шутласа кăлартăм.
    Вăл куштан сурăхне çавăтать те ута парать килнелле.


Тěп страницă
Статья ссылки :: Пичет версиĕ

Admin тӳрлетнě, информацие 2007-08-19 12:34:55 вăхăтра улăштарнă. 9090 хут пăхнă.
Powered by Gold Wiki, Hosting by Chuvash.Org/Roleplay.Ru, Idea by P-Code, 2005