Система
Регистраци
Кěмелли


 Юмахсем
 Халапсем
 Юрăсем
 Сăвăсем
 Пурнăç йěрки
 Ваттисен сăмахěсем
 Ялсем
 Шупашкар
 Ссылкăсем

 Добавить
 Пěтěм список
 Хушмаллисем
 Шырамалли
 Сайт çинчен
 Инструкци

Get Firefox!
Чăваш халăх сайчĕ

Чăваш халăх канашлăвĕ
Рейтинг@Mail.ru
 Иван Грозный Хумри Ишекре:
 

    Хумри Ишек ял çыннисем Шупашкар таврашĕнчен мишерсем хĕрарăмĕсене вăрланинчен тарса килнĕ тет. Ишек ялне Иван Грознăй пынă. Вăл пынине илтсе ялти çынсем вăрмансене тара-тара пытаннă. Вăл вăхăтра ялта пилĕк кил анчах пулнă, вĕсем Тушкилт, Витĕр, Пайкилт, Саркилт, Сартук çемйисем пулнă. Иван Грознăй чăвашсене тĕне кĕртесшĕн пулнă, чăвашсем кĕресшĕн пулман, çавăнпа вăрмансене тарса пытаннă. Тĕне кĕмен чăвашсем халĕ те пур: Йĕпреç районĕнчи Вăтаел çыннисем, урăх çĕртисем те.
    Чăвашсене кунта малтан мишерсем пусмăрласа пурăннă, улталанă. Тĕслĕхрен, чăвашсем ĕлĕкех çăпата туса пурăннă, пасарсенче те сутнă. Тутарсем вара вĕсен çăпатисене вăрласа та тарнă е йӳнĕ хакпа илсе хаклатса сутнă. Çакă чăваша питĕ тарăхтарнă.
    Пĕррехинче тутарсене Иван Грознăй çарĕнче полковник пулнă Куçма ятлă чăваш тавăрма шутлать. Куçман хĕçĕ те, шашки те, пăшалĕ те пулнă. Вĕсем эпĕ астăвасса та упранатчĕç.
    Çав Куçма яла килет те: «Мĕнле пуранатăр?» — тесе ыйтать. Куçмана Куçук ятлă çын ял çыннисен нуши çинчен каласа парать. Вара Куçма вĕсемпе пĕрле пасара каять. Малтан вăл пасар тăрăх çынсем мĕн сутни-илнине пăхса çӳрет. Вара ял çыннисене шыв хĕрне лартса хăварать те аçам тахăнать, аçам айне шашкине, пăшалне çакать, пасарта çынсен ретне тăрса çăпата сутма тытăнать. Ун патне мишерсем пыраççĕ те çăпатине мĕн хакпа сутнине ыйтаççĕ.
    — Чăваш, мĕн чухлĕ тăрать çăпату? — теççĕ.
    — Пилĕк пус, — тет Куçма.
    — Ытла хаклă, икĕ пус паратăп, сут, — тет пĕр тутарĕ.
    — Сутатăп, — тет Куçма.
    Тутар çăпатасене илет те пĕр пус та памасăрах тара парать. Куçма ун хыççăн чупать. Хăваласа çитет те хăйĕн çăпатине каялла тавăрса пама ыйтать. Тутарĕ:
    — Эпĕ сана укçа патăм вĕт, каялла памастăп, — тет. Кăшкăркаланă çĕре халăх пухăнать. Мишерсем Куçмана хĕнеме
    шухăшлаççĕ. Куçма аçамне хывса пăрахать те хĕçне ярса илет, тутарсене ятлама тытăнать. Мишерсем Куçма мĕнле çын иккенне курса тарса пĕтеççĕ. Çакăнтан пуçласа тутарсем чăвашсенчен хăра пуçларĕç тет. Чăвашсем Куçмана питĕ юратнă, хисепленĕ тет çавăншăн.


Тěп страницă
Статья ссылки :: Пичет версиĕ

Admin тӳрлетнě, информацие 2006-02-01 19:28:47 вăхăтра улăштарнă. 8756 хут пăхнă.Тип: Паллă çынсем.
Powered by Gold Wiki, Hosting by Chuvash.Org/Roleplay.Ru, Idea by P-Code, 2005