Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Иван (юмах):
Пĕр карчăкпа старик пурăннă, тет. Вĕсен ватăлас кунĕнче пĕр ывăл ача çуралнă, тет. Ана Иван ятлă хунă, тет. Иван алăра чухнех амăшĕнчен тăлăха юлчĕ, тет. Ашшĕ тепре авланчĕ, тет. Тепĕр арăмĕнчен кунăн виçĕ хĕр çуралнă, тет. Иван вĕренме те çӳрекен пулчĕ, тет, ĕнтĕ. Амаçурийĕ ăна питĕ кураймасть, тет, текех вĕлересшĕн шухăшлать, тет.
Иванăн тихипе йытти пулнă, тет. Вĕсене вăл питĕ юратнă, тет. Кашни кун вĕренсе килмессерен Иван пӳрте кĕриччен тихи патне чупса каять, тет, унтан йыттипе выляса илет, тет. Пĕрре амаçури, Ивана вĕлерес тесе, ун валли, наркăмăшпа çăрса, пашалу пĕçерсе хунă, тет. Иван, вĕренсе таврăнсан, пӳрте кĕмесĕрех тихи патне чупрĕ, тет. Тихи витере салху тăрать, тет: — Тиха, мĕншĕн эсĕ салху?— терĕ, тет, Иван. — Мĕншĕн салху пулас мар: амаçури сана вĕлерес, тет, наркăмăшпа çăрса, пашалу пĕçерчĕ,—терĕ, тет, тихи. — Мĕн тăвас вара манăн?—терĕ, тет, Иван. — Эсĕ пашалуне ил те, çием пек туса, тухса кай, унтан ăна йытта пар,— терĕ, тет, тихи. Иван пӳртне кĕрсе кайрĕ, тет. — Ах, ачам, ачам, çиессӳ килчĕ пулĕ, пашалу пĕçерсеттĕм, ме-ха, çикеле,— терĕ, тет, амаçури. Иван пашалуне илчĕ, тет те çыртам пек туса, тула чупса тухрĕ, тет. Тухсанах, пашалăва йыттине паче, тет. Йытти, пашалăвне çисен, хăса пуçларĕ. тет. Иван пӳрте каштах тăрсан тин кĕчĕ, тет. Амаçури шухăшлать, тет: «Мĕнле-ха ку вилмест?»— тесе калать, тет. Тепĕр кунне ку Ивана урăхла вĕлерме шухăшларĕ, тет: «Чим-ха, эпĕ ăна вĕренсе килнĕ çĕре алăк çине пуртă хурам та, вăл алăка шартлаттарса хупсанах, пуртă ӳкĕ те пуçне касса татĕ». Хăй çапла хатĕрлесе хучĕ, тет. Иван вĕренсе килчĕ, тет те, тихи патне чупса кайрĕ, тет. Тихи салху тăрать, тет. — Мĕншĕн эсĕ салху тăратăн?— терĕ, тет, Иван. — Мĕншĕн салху пулас мар: амаçури сана вĕлересшĕн, пӳрт алăкĕ çине пуртă хучĕ, пуртти, алăка хупсанах, ӳксе сан пуçна касмалла,—тет тихи. — Мĕн тăвас вара манăн?—терĕ, тет, Иван. — Эсĕ хăвпа пĕрле пӳрте йыттуна илсе кĕр, алăка уç та йыттуна малтан кĕртсе яр, вăл кĕрсенех, алăк-не хытă шартлаттарса хуп, ху тул енне юл,—терĕ, тет, тихи. Иван йыттине йыхăрчĕ, тет те, пӳрте илсе кайрĕ, тет. Йытти кĕрсенех, алăкне хытă хупрĕ, тет, пуртă персе ӳкрĕ, тет те, йытă пуçне касса пăрахрĕ, тет, унтан тин Иван пӳрте кĕчĕ, тет. Амаçури пĕтĕмпе аптăрарĕ, тет. «Мĕнле ку ача виле пĕлмест?»,— тесе шухăшлать, тет. Шухăшласан-шухăшласан, кайрĕ, тет, юмăçа. — Çапла-çапла, упăшкан леш арăмĕнчен пĕр ăнман ача пур, эпĕ ăна тĕрлĕ майпа вĕлерме пикентĕм, ниепле те вĕлерейместĕп,— тесе калать, тет. — Унан тихи ăрăм пĕлет. Малтан тихине вĕлерттер, вара хăйне те час вĕлерĕн,—терĕ, тет, юмăç. Таврăнчĕ, тет, амаçури килне. Çěрле çĕр хута упăшкине: — Тихуна вĕлер, тихуна вěлер, — тесе тарăхтарчĕ, тет. Ирхине Иван вĕренме кайрĕ, тет, ашшĕ тихине çакма вĕрен ява пуçларĕ, тет. Амаçури тин кăшт лăпланчĕ, тет. Каç енне кайсан, хай Иван таврăнчĕ, тет, хапхаран кĕчĕ, тет те, часрах тихи патне чупрĕ, тет. Тихи салху тăрать, тет, куççулĕ шăпăр-шăпăр юхать, тет. — Мĕншĕн эсĕ пит салху?—терĕ, тет, Иван. — Мĕншĕн салху пулас мар: амаçури юмăçа кайрĕ, юмăç ăна сана эпĕ вилĕмрен хăтарнине каласа пачĕ, мана вĕлерме хушрĕ, сана та вĕлереççĕ вара. Халĕ аçу пӳртре мана çакма вĕрен явать,—терĕ, тет, тихи. — Мĕн тăвас ĕнтĕ манăн?— тесе йĕрсе ячĕ, тет, Иван. — Эсĕ ак çапла ту, пӳрте кĕр те аçуна: «Атте, ĕнтĕ хам пăхса ӳстернĕ тихана юлашкинчен йĕнерлесе картиш тавра пĕрре утланса çаврăнма парччĕ»,—тесе кала. Утлансан, мана хытă кăна çап,—терĕ, тет, тихи. Иван пӳрте кĕрсе кайрĕ, тет. Ашшĕ вĕрен явать, тет. — Мĕн тăван ку вĕренпе, атте?— терĕ, тет, Иван. — Ак, тихана çакса вĕлерес тетпĕр-ха, ачам,—терĕ, тет, ашшĕ. Иван йĕрсе ячĕ, тет. — Эх, атте, хам пăхса ӳстернĕ тихана юлашкинчен йĕнерлесе картиш тавра пĕрре утланса çаврăнма парччĕ,—терĕ, тет. — Çаврăн, ачам, — терĕ, тет, ашшĕ. Иван тухрĕ, тет те, тихине тытса йĕнерлерĕ, тет, унтан сиксе утланчĕ, тет те, шарт çапрĕ, тет. Тихи тем вăхăтра хапха урлă вĕлт турĕ, тет те, вĕçтере пачĕ, тет, çеçенхир тăрăх. Хай амаçури часрах кусене тытма ячĕ, тет. Хăвалакансем таçта аякка юлчĕç, тет, нимсĕрех каялла таврăнчĕç, тет. Пырсан-пырсан, Ивансене пĕр сысна кĕтĕвĕ тĕл пулчĕ, тет. Тихи чарăнчĕ, тет: — Эсĕ кĕтӳçĕ патне кайса пĕр сыснине пустар, ашне хăйне пар, ху пĕр хăмпине анчах илсе кил, эпĕ кунта кěтсе тăрăп,—терĕ, тет. Иван кайрĕ, тет те, сысна пустарса, хăмпине илсе пычĕ, тет. Унтан ăна пуçне тăхăнчĕ, тет, тихи çине утланса ларчĕ, тет, кайрĕç, тет, малалла. Пырсан-пырсан, çитрĕç, тет, пĕр пысăк хула патне. Вăл хулара патша пурăнать, тет. Тиха хула тулашне чарăнчĕ, тет те: — Ну, Иван, эсĕ патша патне кай та улма пахчи хураллама кĕрĕш, эпĕ кунта юлам. Эпĕ кирлĕ пулсан, эсĕ мана шик шăхăр, эпĕ çитĕп,—терĕ, тет. Иван патша патне кайрĕ, тет те, улма пахчи хураллама кĕрĕшрĕ, тет. Пахчинче хӳшĕ пур, тет. Иван çĕрле пахча тăрăх çӳрет, тет, кăнтăрла кунĕпе хӳшĕре çывăрать, тет. Кам та кам мĕн те пулин ыйтсан, шавах: «Пĕлместĕп»,—тесе калать, тет. Патшан виçĕ хĕр пулнă, тет. Пĕрре патшана çыру ӳкет, тет: «Çапла-çапла кун санăн аслă хĕрне виçĕ пуçлă хура çĕлен çимелле»,—тесе çырнă, тет. Пĕтĕм килйышĕ, хурăнташ-ăрăвĕ хуйха ӳкет, тет. Патша хăй патшалăхĕнчи пур паттăрсене те хĕрне хăтарма чĕнет, тет. «Кам хăтарать, çавна хăйнех качча паратăп»,—тесе калать, тет. Хай хĕрĕн вилĕм кунĕ çитрĕ, тет. Кайрĕç, тет, пурте кӳлĕ патне, паттăрсем малта пыраççĕ, тет. Кӳлĕрен чăшăлтатса тухрĕ, тет, виçĕ пуçлă хура çĕлен. Паттăрсем хăраса ӳкрĕç, тет. Иван хӳшшинчен сиксе тухрĕ, тет те, шик шăхăрчĕ, тет. Тихи вĕçсе çитрĕ, тет, йĕнерĕ çумĕнче хĕç çакăнса пырать, тет. Иван çавăнтах хампине хывса ывăтрĕ, тет, пуçне сап-сарă ылтăн çӳç тухнă, тет. Унтан тихи çине утланчĕ, тет те, хĕçне тытса, кӳле патне кустарса кайрĕ, тет. Иван хěçĕпе пĕрре кăна сулчĕ, тет, çĕленен виçĕ пуçне те касса татрĕ, тет. Хăй часрах каялла таврăнчĕ, тет те, хăмпине тăхăнса, хӳшше кĕрсе выртрĕ, тет, тихине хире ячĕ, тет. Хӳшĕ патĕнчен патша хĕрěсем иртсе пыраççĕ. — И-и, ухмах Иван, кунёпе çывăратăн, çĕлене вĕлернине те пырса курмарăн,—терĕç, тет. — Пĕлместĕп,—терĕ, тет, Иван. Пурăнсан-пурăнсан, хай патшана каллех çыру ӳкет, тет: «Сан иккĕмĕш хĕрне çичĕ пуçлă çĕлен çимелле»,— тесе çырнă, тет. Патшан пĕтĕм кил-çуртĕнче йĕреççĕ, тет. Паттăрсем те каллех пухăнчĕç, тет, пĕр-пĕринпе тавлашса калаçаççĕ, тет. Кайрĕç, тет, кӳлĕ патне. Кӳлĕрен çичĕ пуçлă хура çĕлен чăшăлтатса тухрĕ, тет. Пурте хăраса ӳкрĕç, тет. Иван хӳшшинчен тухрĕ, тет те, шик шăхăрчĕ, тет. Тихи вĕçсе те çитрĕ, тет. Иван хăмпине хывса пăрахрĕ, тет, тихи çине сиксе ларчĕ, тет, хĕçне йăтса, кӳлĕ патне кустарса кайрĕ, тет. Çитрĕ кăна, тет, хĕçĕпе сулчĕ, тет те, пилĕк пуçне касса татрĕ, тет. Çĕлен Ивана хӳрипе çапрĕ, тет те, ятсăр пӳрнине хуçса пăрахрĕ, тет. Патша хĕрĕ Иван пӳрнине хăй тутă-рĕпе çыхса ячĕ, тет. Иван татах çĕлен патне пычĕ, тет, татах хĕçĕпе сулчĕ, тет, юлашки икĕ пуçне касса татрĕ, тет. Пурте тĕлĕнсе кайрĕç, тет. Иван тихине çапрĕ, тет те, хӳшше кайса выртрĕ, тет, хăмпине те тăхăнса ячĕ, тет, тихи хире кайрĕ, тет. Патша хĕрĕсем хӳшĕ патĕнчен иртсе пыраççĕ, тет. Иван ыванна çинчен харăлтаттарса çывăрать, тет. — Эх, ухмах Иван, çывăрать нимĕн пĕлмесĕр,—тесе иртеççĕ, тет. Вăталăххи Иван пӳрнинче хăй тутăрне курах кайрĕ, тет, тата хăмпине те Иван лайăхах тăхăнман, тет, ылтăн çӳçĕ вĕл-вĕл курăнса тăрать. тет. Патша хĕрĕ хăраса ӳкрĕ, тет: «Çак ухмаха качча каймалла пулĕ-ши-мĕн манăн?»— тесе шухăшлать, тет. Хай паттăрсенчен иккĕшĕ: «Çĕлене эпĕ вĕлертĕм те эпĕ вĕлертĕм»,— теççĕ, тет. Патша вĕсене аслă хĕрĕпе вăталăххине качча пачĕ, тет. Пурăнсан-пурăнсан, каллех патшана çыру ӳкет, тет: «Сан кĕçĕн хĕрне вуникĕ пуçлă хура çĕлен çимелле»,— тесе çырнă, тет. Патша килйышĕ уласа йĕрет, тет. Патша пĕтĕм патшалăхĕнчи паттăрсене пуçтарчĕ, тет. — Кам ман хĕре çăлать, çавна хăйнех качча паратăп,—терĕ, тет. Хĕрĕ ытарма çук илемлĕ, тет. Паттăрсем: «Тăрăшăпăр та тăрăшăпăр»,—тесе калаççĕ, тет. Пурте пуçтарăнса кӳлĕ патне кайрĕç, тет. Кӳлĕрен вуникĕ пуçлă хура çĕлен чашкăрса тухрĕ, тет. Паттăрсем хăранипе каялла чакрĕç, тет. Иван хӳшшинчен тухрĕ, тет те, шик шăхăрчĕ, тет. Тиха вĕçсе те çитрĕ, тет. Иван хăмпине хывса пăрахрĕ, тет, тихи çине сиксе ларчĕ, тет, унтан хĕçне ярса илчĕ, тет те, кӳлĕ патне кустарса кайрĕ, тет. Çӳçĕ хăйĕн çара ылтăн, тет. Иван çитрĕ, тет те, хĕçĕпе сулчĕ, тет те, çĕленĕн пилĕк пуçне харăс касса татрĕ, тет. Çĕлен куна хӳрипе çавăрса çапрĕ, тет те, пылчăк ăшне мăй таран путарса лартрĕ, тет. Пăхса тăракансем часрах Ивана кăларма тытăнчĕç. тет. Кăларсанах, Иван тепре сулчĕ, тет те, тата пилĕк пуçне касса татрĕ, тет. Çĕлен хӳрипе çапрĕ, тет те, Ивана ăнсăр туса ячĕ, тет. Тытăнчĕç, тет, Ивана суллама. Сулласан-сулласан, ăн кĕчĕ, тет. Иван тата хĕçпе сулчĕ, тет те, çĕленĕн юлашки икĕ пуçне сирпĕтсе ячĕ, тет. Халăх чĕркуççи çине тăрса, Ивана тав тăва пуçларĕ, тет. Иван лашине çавăрчĕ, тет те, каллех хăмпине тăхăнса, хӳшше кайса выртрĕ, тет. Патша хĕрĕсем хӳшĕ патĕнчен иртсе пыраççĕ, тет. — Эх, Иван, Иван, выртать ухмах. Хӳшĕре,— тесе калаççĕ, тет. Патша савăннипе пĕтĕм хурăнташ-ăрăвне хăнана пуçтарчĕ, тет. Паттăрсенчен пĕри: — Эп хăтартăм хĕрне,—тесе калать, тет. Патша ăна хĕрĕн çĕррине тăхăнтарса ячĕ, тет. Пăртак ĕçкелесе çисен, патша Ивана асне илет. — Кайăр-ха, çав хӳшĕрен ухмах Ивана чĕнсе килĕр, вăл та пирĕнпе пĕрле савăнтăр,— терĕ, тет. Ивана кайса чĕнчĕ, тет, пымасть, тет, Иван. «Пĕлместĕп»,— тесе калать, тет. Патша каллех чĕнтерет, тет. Иван каллех: «Пĕлместĕп»,— тесе калать, тет. Патша виççĕмĕш хут чĕнтерчĕ, тет. Иван хӳшшинчен сиксе тухрĕ, тет те, тихине чĕнсе утланчĕ, тет, хăмпине хывса çĕре çĕклесе çапрё, тет, хăмпи çурăлсах кайрĕ, тет. Пуçĕнче сап-сарă ылтăн çӳç, тет. Патша патне кайрĕ, тет. Малтан патша картишĕ тавра виçĕ хутчен кустарса çаврăнчĕ, тет. Ылтăн çӳçĕ хулпуççийĕ çине тăсăлса аннă, тет. Пурте палларĕç ,тет, хĕрсене çăлакана. Унтан Иван лашине кăкарса хучĕ, тет те, патша патне кĕрсе кайрĕ, тет. Патшан кĕçĕн хĕрĕ Ивана курсанах: — Акă мана çăлакан! — тесе чупса пырса чуптурĕ, тет. Патша çавăнтах улталакан паттăртан хĕр çĕррине илчĕ, тет те, Иван аллине тăхăнтарчĕ, тет, паттăрне çакса вĕлерме хушрĕ, тет. Пятшан аслă хĕрĕсем те Ивана палларĕç, тет, хăйсен упăшкисем çинчен ашшĕне каласа пачĕç, тет. Патша вĕсене те вĕлерме хушрĕ, тет, хĕрĕсене хăй патне хăварчĕ, тет. Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2005-08-20 13:00:04 вăхăтра улăштарнă. 10617 хут пăхнă.Тип: Чăваш Ен. | |
|