Система
Регистраци
Кěмелли


 Юмахсем
 Халапсем
 Юрăсем
 Сăвăсем
 Пурнăç йěрки
 Ваттисен сăмахěсем
 Ялсем
 Шупашкар
 Ссылкăсем

 Добавить
 Пěтěм список
 Хушмаллисем
 Шырамалли
 Сайт çинчен
 Инструкци

Get Firefox!
Чăваш халăх сайчĕ

Чăваш халăх канашлăвĕ
Рейтинг@Mail.ru
 Иртен-çӳрене ан кӳрентер!:
 

    Пĕр пуянтан та пуян улпут пурăннă, тет. Пĕрреччен улпут виçĕ лашапа ямшăкпа хулана кайма тухрĕ. Çул çинче вăл вутă турттарса килекен кресчене курать. Ăна курсанах:
    — Сторонись!—тесе кăшкăра пуçларĕ.
    Хресченĕн лаши, чуманскер, çулран пăрăнма ĕлкĕреймерĕ—улпут ун лавне кӳмипе çапăнтарчĕ те, хресчен лавĕ тӳнсе кайрĕ. Хресчен ăна тарăхса:
    — Сана куншăн виççě хĕнěп-ха! — тесе кашкăрчĕ.
    — Сантан, саплăкран, тата мана хĕнесси пулать-и?! Манăн вĕт йĕри-тавра хурал!—терĕ улпут кула-кула.
    Хресчен лавне тăратса килне кайиччен çĕрле пулчĕ. Киле çитсенех, вăл улпута епле хĕртесси çинчен шухăшла пуçларĕ. Шухăшларĕ-шухăшларĕ те улпута платник пулса улталама шут тытрĕ.
    Ирпе вăл, пăчкă, пуртă илсе, улпут ялне кайса:
    — Камăн чăлан тумалли пур!—тесе кăшкăрса ута пуçларĕ.
    Çавăнтах улпут ăна чăлан тума илсе кĕчĕ. Улпут хресчене чылай йывăç кăтартрĕ. Анчах:
    — Кунта сан юрăхлă йывăç çук,— терĕ хресчен.
    Унтан вĕсем ямшăкпа вăрмана кайрĕç (улпутăн пысăк вăрман пулнă). Вăрман хĕрне çитсен, улпутпа хресчен, хатĕрсем илсе, варнелле кайрĕç, ямшăка лашасем патне тăратса хăварчĕç.
    Чылай кайсан, пĕр йывăçа касма тытăнчĕç. Унăн тăррине татрĕç те тĕпне савăлпа çурма тытăнчĕç. Сивĕ пирки улпутан алли шăнса кайрĕ. Хресчен, çуракан йывăç çурăкне кăтартса:
    — Çавăнта чиксе пăх, унта ăшă пулмалла,—тере.
    Улпут аллине чиксенех, хресчен йывăç савăлне çапса кăларчĕ те, улпут алли хĕсĕнсе ларчĕ. Унтан хресчен, тĕреклĕ рычак илсе:
    — Иртен-çӳрен хресчене ан кӳрентер! —тесе ăшĕ каниччен хĕртрĕ те çаврăнса утрĕ. Улпут кăшкăрайми пулса юлчĕ.
    Кайран ямшăк ăна кĕтсе ывăннипе аран йĕр тăрăх шыраса тупрĕ, тупрĕ те вилнĕ пекскерне килне илсе кайрĕ.
    Иккĕмĕш хутĕнче хресчен улпута юмăç пулса улталама шут тытрĕ. Кĕленчене шыв, алшăлли илсе, улпут ялне кайрĕ. Ял тăрăх вăл:
    — Камăн пӳр-суран тӳрлетмелли пур!—тесе кăшкăрса ута пуçларĕ.
    Улпут ăна хăйне тӳрлетме илсе кĕчĕ. Хресчен, кĕрсен, сурана пăхкаларĕ те:
    — Кăна пĕр вĕри мунча çеç кирлĕ,—терĕ.
    Тарçисем çавăнтах мунча хутса пултарчĕç.
    Мунчара хресчен улпута сентре çине лартрĕ. Чылай ларсан, улпут халран кайрĕ. Хресчен турчăка касси илчĕ те, улпута хĕнесе, кăштах чунне илмерĕ. Юлашки хут вăйпа çапрĕ те тухса кайрĕ.
    — Иртен-çӳрен хресчене ан кӳрентер!—кăшкăрчĕ вал.
    Тарçисем улпут нумай тăнине кура ун патне кайрěç те вилнĕ пекскерне килне илсе таврăнчĕç.
    Хресченĕн улпута татах тепре хĕртмелли юлчĕ. Ку хутĕнче вăл пиччĕшне чĕнтерчĕ те ăна улпут çурчĕ умĕнчен: «Ман улпута тата тепре хĕртмелле!» — тесе кăшкăрса чупма хушрĕ. Пиччĕшĕ унăн хытă чупакан сунарçă пулнă. Вăл мулкача та виçĕ утăм пуссах ярса тытнă.
    Ирпе пиччешĕ шăллĕ каланă пек кăшкăрса чупрĕ. Улпут çакна илтсен, пĕтĕм тарçă-тĕрçе, йыттисемпе тухса, хресчене вĕлерме хушрĕ.
    Тарçисем хăвалама кайсанах, хресчен улпут патне кĕчĕ те:
    — Иртен-çӳрен хресчене ан кӳрентер!—тесе хĕртме тытăнчĕ.
    Улпут, унччен хĕртнипе ура çине те тăрайманскер, хресчене тилмерсе те пăхрĕ, анчах лешĕ каçармарĕ, ви-личченех хĕнерĕ. Улпут вилсе кайсан, тухса тарчĕ.
    Хресчен пиччĕшĕ хытă чупнă пирки, ăна хăвалакансем ниепле те тытайман. Вĕсем каялла таврăннă çĕре улпут та вилĕ выртать.
    Çакăн хыççăн тин вара хресчен вутта ирĕккĕн турттара пуçларĕ, тет.


Тěп страницă
Статья ссылки :: Пичет версиĕ

Admin тӳрлетнě, информацие 2005-07-28 23:34:20 вăхăтра улăштарнă. 8772 хут пăхнă.Тип: Чăваш Ен. Ку страницăна Администраторсем тěрěслемен. Тӳрлетӳсем çухалма пултараççě.
Powered by Gold Wiki, Hosting by Chuvash.Org/Roleplay.Ru, Idea by P-Code, 2005