Система
Регистраци
Кěмелли


 Юмахсем
 Халапсем
 Юрăсем
 Сăвăсем
 Пурнăç йěрки
 Ваттисен сăмахěсем
 Ялсем
 Шупашкар
 Ссылкăсем

 Добавить
 Пěтěм список
 Хушмаллисем
 Шырамалли
 Сайт çинчен
 Инструкци

Get Firefox!
Чăваш халăх сайчĕ

Чăваш халăх канашлăвĕ
Рейтинг@Mail.ru
 Виçě пулă:
 

    Атăла юхса тухакан Шуршывра виçĕ пулă: çутка, хураçка, уланкă— пурăннă.
    Пĕрре çак пулăсем пурăнакан вырăна ача-пăчасем пулă тытма пынă. Ăслă та чее çутка пулă инкек пуласса ачасене курсанах тавçăрса илиĕ те Атăлалла ишсе кайса хăтăлнă.
    Хураçка пулă ачасем мĕн тума килнине тавçăрса илнĕ çĕре лешсем Шуршыв пуçне атма карса лартма ĕлкĕрнĕ. Вара чее хураçка вилнĕ пек пулнă та атма урлă çурăм çине выртса каçма шутланă. Ачасем, ку чăнахах вилнё пуль тесе, хураçкана тытнă та Атăлалла ывăтнă. Çапла хураçка та хăтăлма мел тупнă.
    Уланкă, Шуршывра пĕчченех тăрса юлнине кура, унталла-кунталла çапкалана пуçланă та тӳрех атмана пырса лекнĕ.
    Çапла çав, инкек-синкекрен хăтăлас тесен, ăс та, чеелĕх те кирлĕ.


Тěп страницă
Статья ссылки :: Пичет версиĕ

Admin тӳрлетнě, информацие 2005-08-06 11:07:17 вăхăтра улăштарнă. 10868 хут пăхнă.Тип: Чăваш Ен.
Powered by Gold Wiki, Hosting by Chuvash.Org/Roleplay.Ru, Idea by P-Code, 2005