Система
Регистраци
Кěмелли


 Юмахсем
 Халапсем
 Юрăсем
 Сăвăсем
 Пурнăç йěрки
 Ваттисен сăмахěсем
 Ялсем
 Шупашкар
 Ссылкăсем

 Добавить
 Пěтěм список
 Хушмаллисем
 Шырамалли
 Сайт çинчен
 Инструкци

Get Firefox!
Чăваш халăх сайчĕ

Чăваш халăх канашлăвĕ
Рейтинг@Mail.ru
 Ватă çынпа вилĕм:
 

    Ĕлĕк пĕр ватă çын пурăнать, тет. Çавăн патне пĕрре Вилĕм пычĕ, тет те, калать, тет:
    — Халĕ ĕнтĕ санăн вилес вăхăт çитнĕ, вĕлеретĕп эпĕ сана халĕ! — терĕ, тет.
    Çак çын хăраса каларĕ, тет:
    — Чим-ха, ывăлăмсене авлантарам, вара ун чух килсе вĕлерех, — терĕ, тет.
    Вилĕм кайсан, çак çын ывăлĕсене авлантарчĕ, тет те, тупăкне турĕ, тет. Тупăкне питĕрмелле турĕ, тет.
    Вара Вилĕм пычĕ, тет те, ват çын калать, тет:
    — Халĕ ĕнтĕ вĕлер мана, — терĕ тет те, тупăкне хăяккăн кĕрсе выртрĕ, тет.
    Вилĕмĕ:
    — Апла выртмаççĕ, — терĕ, тет. Ватă çын ӳпне çаврăнса выртрĕ, тет.
    — Апла та мар! — терĕ, тет, Вилĕм.
    — Мĕнлĕ-ха, тата? Апла, ху выртса кăтарт-ха мана, — терĕ, тет, ватă çын.
    Вара мĕнле выртмаллине кăтартасшăн Вилĕм хăй выртрĕ, тет те, ватă çын тупăкне питĕрчĕ илчĕ, тет. Унтан çакна шывпа юхтарса ячĕ, тет.
    Çавăнтан вара Вилĕм çынна курăнми пулнă, теççĕ ваттисем.


Тěп страницă
Статья ссылки :: Пичет версиĕ

Admin тӳрлетнě, информацие 2005-09-17 23:16:47 вăхăтра улăштарнă. 13748 хут пăхнă.Тип: Чăваш Ен.
Powered by Gold Wiki, Hosting by Chuvash.Org/Roleplay.Ru, Idea by P-Code, 2005