Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Вупăр тăванĕсемпе Уйăха çиет:
Пĕр вăпăр карчăк пулнă тет, унăн кĕрӳшĕпе хĕрĕ пулнă тет. Уйăх тулса çитсессĕн çав карчăк кĕрӳшĕпе хĕрне чĕннĕ, тет те, пăртак калаçса ларчĕç, тет. Карчăкки кĕрӳшне:
— Эсĕ Уйăха пуçланă чух Турра ан асăн, — тесе каларĕ, тет. Вара кăмака çамки çине вир акрĕç, тет те, виççĕн виç пучушши çине утланса Уйăх патне хăпарса карĕç, тет. Карчăккипе хĕрĕ иккĕшĕ те Турра асăнмасăрах Уйăха пуçласа çирĕç, тет. Кĕрӳшĕ: — Турă, çырлах, Турă, пулăш, — тесе çиме пуçларĕ, тет. Хунямăшĕ кĕрӳшне: — Апла ан кала, Турă илтет, — тесе каларĕ, тет. Турă илтсе пычĕ тет те карчăккипе хĕрне шалча çине, кĕрӳшне улăм ури çине лартрĕ, тет. Чăваш Енри Çĕрпӳ районĕнчи Патăрьелте Г.Иванов çырса илнĕ. Ашмарин, ЧСК, III, 186 с. пичетленнĕ. — ЧПГĂИ ĂА, I, 29, 355 с. Ытти уйăхпа хĕвел çинчен каланă халапсене пăхма пултаратăр. Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2005-09-22 00:41:16 вăхăтра улăштарнă. 8342 хут пăхнă.Тип: Паллă çынсем. | |
|