Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Вăкăр, така, автан, хур, кушак:
Пĕр вăкăр юман кутне выртнă, тет те, йĕкелĕсем пăт-пат ӳкеççĕ, тет. Вăкăр ку йĕкел ӳкнипе хăраса каять: «Кунта пăшалпа переççĕ-çке»,—тет.
Пырать-пырать те такана тел пулать. Така çапла калать: — Ну, вăкăр тус, —тет,—мана та илсе каятни?—тет. — Атя, атя,—тет вăкăр,—печчентен иккĕн авантарах пулĕ,—тет. Каяç-каяç те автана тĕл пулаç. Автан калать: — Ну. Вăкăр тус, мана та илсе каятни?—тет. — Атя, атя,— тет вăкăр,—иккĕнтен виççĕн авантарах пулĕ, —тет. Каяç-каяç, хура тĕл пулаç. Хур калать: — Вăкăр тус, мана та илсе каятри?—тет. — Атя, атя,— тет вăкăр,—виççĕнтен тăваттăн авантарах пулĕ,—тет. Каяç-каяç, кушака тĕл пулаç. Кушак калать: — Вăкăр тус, мана илсе каятри?— тет. — Атя, атя,—тет вăкăр,—тăваттăнтан пиллĕкĕн авантарах пулĕ,—тет. Каяç-каяç, пĕр вырăна чарăнаç. Кушак калать: — Атя, вăкăр тус, пӳрт лартар,— тет. — Мана пĕр хӳтлĕх пулсан юрать,— тет вăкăр. Кушак калать: — Атя, така тус, пӳрт лартар,— тет. — Мана та хӳтлĕх пулсан юрать,— тет така. Ку та килĕшмерĕ. Кушак каллех калать: — Атя, хур тус, пӳрт лартар,— тет. Хур калать: — Мана пĕр вак куç пулсан юрать,—тет. Кушак калать: — Атя, автан тус, пӳрт лартар,— тет. р Автан калать: — Мана пĕр кашта пулсан çитет, — тет. Кушак тус пĕчченех пӳрт лартрĕ, тет. Пырать, тет, вăкăр кушак пӳрчĕ патне. — Уç, кушак тус,—тет. Кушак: — Кайса тăр хӳтлĕхне,—тет. — Уçсан уç, атту пӳртне ишеп,— тет вăкăр. Кушак уçса кĕртрĕ, тет. Унтан така пычĕ, тет. — Уç, кушак тус.—тет. Кушак калать: — Кайса тăр хӳтлĕхне, — тет. — Уçсан уç, атту тĕксе йăвантарса ярап,— тет така. Кушак уçса кĕртет. Унтан хур пырать те калать: — Уç, кушак тус,—тет. Кушак калать: — Кайса лар вак куçна,—тет. — Уçсан уç, атту мăкна йăлт çăлса пĕтереп,—тет хур. Кушак уçса кĕртрĕ, тет. Хайхи автан пычĕ, тет: — Уç, кушак тус,—тет. Кушак калать: — Кайса лар кашту çине,—тет. — Уçсан уç, атту йăлтах тăприне чавса пĕтереп,—тет автан. Кушак ирĕксĕр уçса кёртрĕ, тет. Кусем çапла пурăнаç, тет. Пурăнсан-пурăнсан, кунта кашкăр ушкăнĕ пычĕ, тет. — Тавай кунта кĕрер,—тесе калаç, тет. Пирвай ват кашкарĕ кĕрсе кайрĕ. тет. Кĕчĕ, тет те, вăкăрпа така ăна персе хĕстерчĕç, тет. Автанĕ: — Кикириккиик!— тесе авăтса ярать, тет.—Тавай тĕкне татас,—тет. Хурĕ калать, тет: — Кака-как, кака-как, тавай пуçне çурас,—тесе калать, тет. Хайхи кашкăр тухса тарчĕ, тет. — Ах тур, унта май мар,—тесе калать, тет.— Тавай тарар,—тесе калать, тет.— Вăкăрĕпе таки пĕтĕмпе сĕксе хĕстерчĕç,—тет.—Хурĕ: «Кака-как, пуçне çурас,—тесе калать», тет.—Автанĕ: «Тĕкне татас,—тесе калать», тет. Кашкăрсем: — Тавай тарар,—теççĕ, тет. Хайхисем каяç-каяç, тет. Халь те пулин каяç. тет. Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2005-08-04 13:46:25 вăхăтра улăштарнă. 10063 хут пăхнă.Тип: Чăваш Ен. | |
|