Система
Регистраци
Кěмелли


 Юмахсем
 Халапсем
 Юрăсем
 Сăвăсем
 Пурнăç йěрки
 Ваттисен сăмахěсем
 Ялсем
 Шупашкар
 Ссылкăсем

 Добавить
 Пěтěм список
 Хушмаллисем
 Шырамалли
 Сайт çинчен
 Инструкци

Get Firefox!
Чăваш халăх сайчĕ

Чăваш халăх канашлăвĕ
Рейтинг@Mail.ru
 Вăйă (уяв) юррисемпе ташă такмакĕсем (2 пайĕ):
 

    Пĕрремĕш пайне кунта курма пултаратăр
    
    Çӳл ту çинче çӳл кĕлет,
    Çӳл кĕлетре йĕс кĕлет,
    Йĕс кĕлетре шăналăк,
    Шăналăк çинче сарă хĕр,
    Ялт! уçать те ялт! хупать,
    Йĕкĕт чунне хускатать:
    Пӳрни тулли кĕмĕл çĕрĕ,
    Алли тулли йĕс сулă.
    
     * * *
    
    Курай кĕвви, курай кĕвви,
    Курай кĕвви хитре-мĕн,
    Курай кĕвви калакан
    Кĕввинчен те хитре-мĕн.
    
    Курай калать, курай калать,
    Курай калать сар ача.
    Çулăмри пек çунтарать
    Ман чĕрене çав ача.
    
    Курай кĕвви, курай кĕвви
    Ман хăлхаран тухас çук.
    Курай калан сар ача
    Ман асăмран тухас çук.
    
    Курай кĕвви, курай кĕвви
    Ян-ян кайса тăрать-çке.
    Курай калан ачине
    Курас килсе тăрать-çке.
    
     * * *
    
    Çӳл ту çинче тур лаша,
    Унăн турти — тупăлха,
    Унăн пĕкки — шур хăва,
    Унăн унки — йĕс ункă.
    Унки витĕр çил вĕрет,
    Çил çийĕнче ут вылять,
    Яш аллинче хĕр вылять.
    
     * * *
    
    Атте сачĕ — çырлалăх,
    Çырла нумай çирĕмĕр те
    Çанпа хĕрлĕ пултăмăр.
    
    Атте сачĕ — кĕпçелĕх,
    Кĕпçе нумай çирĕмĕр те
    Çанпа çинçе пултăмăр.
    
    Атте сачĕ — хурлханлăх,
    Хурлхан нумай çирĕмĕр те
    Çанпа хурлхлă пултăмăр.
    
    Атте сачĕ — сертелĕх,
    Серте нумай çирĕмĕр те
    Çанпа çемçе пултăмăр.
    
    Атте сачĕ — çĕмĕртлĕх,
    Çĕмĕрт нумай çирĕмĕр те
    Çанпа хура пултăмăр.
    
    Атте сачĕ — пултранлăх,
    Пултран нумай çирĕмĕр те
    Çанпа лутра пултăмăр.
    
    Хура тесе ан хурлăр:
    Уйра пухра хуп-хура,
    Пухра варри шап-шурă.
    
    Сарă тесе ан мухтан:
    Уйра вĕçкĕн сап-сарă,
    Вĕçкĕн варри хуп-хура.
    
     * * *
    
    Чĕвĕл ту, чĕвĕл ту,
    Чĕвĕл туя каяр-и?
    Эс те чипер, эп те чипер,
    Тимĕр туя каяр-и?
    Чипер ача, кил кунта,
    Усал ача, кай кунтан:
    Калта пулса касса тух,
    Çĕлен пулса шуса тух!
    
     * * *
    
    Çĕн çăпата, шур чăлха,
    Утма çăмăл пулинччĕ.
    Астуман, астуман,
    Астумасăр каларăм.
    Кăçал илнĕ çĕнĕ çын
    Ĕçре маттур пулинччĕ:
    Утă çулма тухсассăн
    Çави витмест теминччĕ,
    Ыраш вырма тытăнсан
    Çурла касмасть теминччĕ,
    Пăри вырма тытăнсан
    Пăркаланса тăминччĕ,
    Сĕлĕ вырма тытăнсан
    Сĕлкĕшленсе тăминччĕ,
    Тулă вырма тытăнсан
    Турткаланса тăминччĕ,
    Урпа вырма тытăнсан
    Пуç пăрахать теминччĕ. ]
    
     * * *
    
    Тарăн варпа çул килет,
    Çав çулпала хĕр килет.
    Çав хĕрпеле тĕл пулсан
    Çамрăк çынна чун кĕрет.
    Çав хĕрпеле чуптусан
    Çамрăк пуçа вăй кĕрет.
    Çав хĕрпеле тĕл пулсан
    Атте мĕскер калĕ-ши?
    Çав хĕрпеле чуптусан
    Анне мĕскер калĕ-ши?
    Çав хĕрпеле тус пулсан
    Ял-йыш мĕскер калĕ-ши?
    Ма итлес çын сăмахне? —
    Хĕрĕ пултăр чун ăшши.
    
     * * *
    
    Хĕрсен арки тивмесен
    Чечек тăрри çурăлмĕ.
    Арçын алли тивмесен
    Ана çийĕ хуралмĕ.
    Ана тăрăх шыв юхать,
    Ани пуçне вăй килет.
    Çĕр каçиччен вылясан
    Çамрăк пуçа вăй килет,
    Çамрăк пуçа чармасан
    Ваттисене ят тивет.
    
     * * *
    
    Тӳмми, тӳмми, тӳмми-ми,
    Тӳмми, тӳмми, тӳмми-ми,
    Пирĕн ача ми-ми-ми!
    Тӳмми, тӳмми, тӳмми-ми,
    Пирĕн ача ки-ки-ки!
    Тӳмми, тӳмми, тӳмми-ми,
    Пирĕн ача хи-хи-хи!
    Тӳмми, тӳмми, тӳмми-ми,
    Тӳмми, тӳмми, тӳмми-ми!
    
     * * *
    
    Сикки, сикки, купикка,
    Купикка мар, мурикка,
    Мурикка мар, турикка,
    Турикка мар, шурикка,
    Шурикка мар, чарикка,
    Чарикка мар, парикка,
    Парикка мар, урикка,
    Урикка мар, ирикка,
    Ирикка, ирикка,
    Сикки, сикки, купикка!
    
     * * *
    
    Тикка, тикка,
    Тикка-рай, тикка-рай!
    Тикка, тикка,
    Типпа-рай, типпа-рай!
    Тикка-рай мар,
    Тукка-рай, тукка-рай!
    Тикка, тикка, тикка-рай!
    
     * * *
    
    Анат кас антăхнă,
    Ачи-пăчи пăнтăхнă,
    Кĕпер айне пухăннă,
    Тукмакпала çапăннă.
    
     * * *
    
    Вăта кас вăтаннă,
    Кĕпер айне пытаннă.
    
     * * *
    
    Йăлăм, Йăлăм йăлтăркки,
    Хурама тăрри каптăркки.
    Хутман мунча кĕрекен,
    Пиçмен çăкăр çиекен,
    Çăкăр касма çĕççи çук,
    Илнĕ пирĕн аннерен.
    
     * * *
    
    Каçал хĕрĕ каçăркка,
    Явăш хĕрĕ япăлкка.
    
     * * *
    
    Тукас — тукмак,
    Хӳри -— усмак.
    Лăппи-лаппи малти кас,
    Чи лайăххи — тури урам.
    
     * * *
    
    Э-эх, этменсем,
    Па-па — пакăшсем,
    Чу-чу — чутайсем.
    Якаткасси — сакăлти,
    Ывăл-хĕрĕ пакăлти.
    
     * * *
    
    Эх-ха-хай,
    Мулаххай!
    Сӳсмен пăяв сулахай.
    Арман хуçи — кукаçи,
    Арман майри — кукамай.
    
    Çĕнĕ Ахпӳрт çытăхнă,
    Вăтаел лачакара.
    Пăлакасси пул пуççи,
    Пул пуççине йытти çиет,
    Йытти пуçне хăй çиет.
    
    Карчăк, карчăк — карчамас
    Карта урлă каçаймаст,
    Шăлсăр, çăкăр тытаймаст,
    Çапах пире кураймаст.
    
    Анкарти варринче çавра кӳл,
    Кӳлĕ варринче ула хур.
    Вăлă ула хура тытмашкăн
    Эпир хирти кăвак кашкăр мар.
    Хăвăрт килсе хăвăрт каймашкăн
    Эпир сурпан-тутăр пĕлĕш мар.
    
    Ах турă, тупата,
    Ик урара çăпата.
    Çăпата мар, атă,
    Манăн карчăк ватă;
    Çăпата мар, кăçат,
    Мана карчăк вăрçат.
    Якур кăмакана сакăр улма пăрахнă.
    Саккăрăш те çунса кайнă —
    Якур улмасăр юлнă.
    
     * * *
    
    Йăкăш-йăкăш шумашкăн
    Хăми тикĕс пултăрччĕ.
    Тикĕс, тикĕс, тикĕсех,
    Тата тикĕс пултăрччĕ.
    
    Шарт-шарт! çупмашкăн
    Кĕмĕл çĕрĕ пултăрччĕ.
    Кĕмĕл, кĕмĕл, кĕмĕлех,
    Тата кĕмĕл пултăрччĕ.
    
    Ыталашса ташлама
    Ачи лайăх пултăрччĕ.
    Лайăх, лайăх, лайăхах,
    Тата лайăх пултăрччĕ.
    
     * * *
    
    Атте те вăрçать мана,
    Анне те вăрçать мана.
    Вĕсем вăрçни ним те мар,
    Савни юратать мана.
    
    Анаталла мĕн лайăх? —
    Анаталла çул лайăх.
    Савни, саншăн мĕн лайăх? —
    Маншăн пулсан эс лайăх.
    
    Уйăх тăлăх, уйăх тăлăх
    Çакă кăвак тӳпере.
    Савни мана сансăр кичем
    Çакă çутă тĕнчере.
    
    Эх юрату, юрату,
    Юрату вăл çиçĕм мар:
    Çиçĕм çиçет те иртет,
    Юрату нихçан иртмест.
    
    Шурă Атăл, Шурă Атăл,
    Шурă Атăл хумханать.
    Савни çинчен аса илсен
    Çамрăк чунăм хурланать.
    
    Шурă Атăл хĕррине
    Эп те анса курăп-ха.
    Чун юратнă савнине
    Кĕтсе илсе курăп-ха.
    
     * * *
    
    Шур Атăла путаттăм —
    Ма тытмарăн алăран?
    Тымар янă çеçке пек
    Савни тухмасть асăмран.
    
    Шурă Атăл хĕрринче
    Пĕччен нумай çӳрĕп-ши?
    Сарă кайăк чĕппи пек
    Пĕччен нумай çӳрĕп-ши?
    
    Шурă Атăл, Шурă Атăл,
    Шурă хумлă иккен вăл.
    Савнă туссăр çӳреме
    Питĕ йывăр иккен вăл.
    
    Шурă Атăл хĕрринче
    Шурă чулсем пит нумай.
    Çумра савни пулмасан
    Хурлă кунсем пит нумай.
    
     * * *
    
    Сĕлĕ-пăри пултăр-ха,
    Пасара кайса сутăпăр.
    Çитес питрав çиттĕр-ха,
    Тăм кĕлетке тăвăпăр,
    Куçне тăхлан хывăпăр,
    Шывпа лартса ярăпăр:
    «Сыв пул, акка!» — тейĕпĕр.
    Çитес питрав çитрĕ пуль,
    Иртес уяв иртрĕ пуль.
    
     * * *
    
    Пахчи-пахчи сар чечек,
    Епле ашса тухмалла?
    Сар чечек пек уява
    Епле ăсатса ямалла?
    Ах, мăнтарăн куккукĕ
    Питрав кунĕ чарăнать.
    Ах, мăнтарăн уявĕ
    Паянхи кун чарăнать.
    Паянхи кун чарăнать,
    Çулталăкран çаврăнать.


Тěп страницă
Статья ссылки :: Пичет версиĕ

Admin тӳрлетнě, информацие 2006-08-29 13:48:57 вăхăтра улăштарнă. 10122 хут пăхнă.
Powered by Gold Wiki, Hosting by Chuvash.Org/Roleplay.Ru, Idea by P-Code, 2005