Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Вăйă (уяв) юррисемпе ташă такмакĕсем (1 пайĕ):
Пирĕн хыçра юманлăх,
Юманлăхра паланлăх — Атьăр, хĕрсем, палана. Пирĕн хыçра хурăнлăх, Хурăнлăхра çырлалăх — Атьăр, хĕрсем, çырлана. Пирĕн хыçра çаранлăх, Аслă вăйă пухмалăх — Атьăр, хĕрсем, выляма. Пирĕн вăйă — вылявлăх, Савăнмалăх, кулмалăх — Атьăр, хĕрсем, савăнма! * * * Кукăр тĕплĕ шур хурăн, Айлина та майлина, Кукри майĕ çаврăнать. Эпир выляса куласси Çулталăкра çаврăнать. Касă-касă пĕлт тухать, Салантăр кайтăр тĕнчене. Эпир вылясси-куласси Кайинччĕ ĕмĕр тăршшĕне. * * * Кайрăм, кайрăм пĕвевçе Тваткăл тутăр пĕветме. Пĕвевçĕрен килнĕ чух Сăрлă юпа тĕл пултăм. Сăрлă юпа тăрринче Тваткăл тутăр вăр-вăр тет. Хĕрсем çинчи шур кĕпе, Арки вĕçĕ вăр-вăр тет. Хĕрсем вăййа тухсассăн Арăм чĕри вăр-вăр тет. * * * Чăн ту касра тăхăр хĕр, Тăхăр тĕслĕ вăййисем. Эпир курма пырсассăн Пĕрех тĕслĕ вăййи çук. Вăта касра вăтăр хĕр, Вăтăр тĕслĕ вăййисем. Эпир курма пырсассăн Пĕрех тĕслĕ вăййи çук. Анат касра аллă хĕр, Аллă тĕслĕ вăййисем. Эпир курма пырсассăн Пĕрех тĕслĕ вăййи çук. * * * Хура вăрман хыçĕнче Сĕрĕлтетсе хурт вĕçет. Кĕркке хăта пахчинче Пăчăртатса пыл йӳçет. Кĕркке хăта çуртĕнче Сар пике пек хĕр ӳсет. Шыв ĕçмешкĕн кĕтĕм те — Шыв мар, сим пыл ĕçтерчĕç! «Хĕрне парăр», — терĕм те, Элле таçта пытарчĕç. Кĕркке хăта килĕнче Сар пике пек хĕр ӳсет. Хĕрĕн ырă пуçĕнче Хĕвел çути вĕлкĕшет. * * * Чупрăм та тухрăм урама, Сикрĕмех те лартăм ут çине. Чуптартăм хăпартăм ту çине, Çаврăнса та пăхрăм ял çине. Ялтиех ватăсем хупахра, Çийĕнчи тумтирĕ саклатра. Ялти сарă хĕрсем вăйăра, Тĕрленĕ тутрисем каччăра. * * * Çарăмсан тăрăх вĕлтĕрен, Айлина, майлина, Татсассăн кантăр пулмĕ-ши, Хутсассăн пуса пулмĕ-ши, Тылласан йĕтĕн пулмĕ-ши, Тӳсен мамăк пулмĕ-ши, Арласан ука пулмĕ-ши, Тĕртсен пурçăн пулмĕ-ши, Çĕлесен кĕпе пулмĕ-ши, Тăхăнсан савни савмĕ-ши? Аркине çич ан тусассăн Пĕвне йывăр пулмĕ-ши? Хĕр чухне шух çӳресен Кайран йывăр пулмĕ-ши? * * * Вăрманта купăс кам калать? — Икĕ купăс тан калать, Айлюна. Икĕ купăс сассипе Юхан шывне пĕверĕм. Пĕве урлă каçнă чух Якурккапа вылярăм. Якурккапа выляса Сурпан çакки татăлчĕ. Аттене пытăм каларăм: «Эпĕ сана!..» — теейрĕ. Аннене пытăм каларăм: «Çӳç тĕпĕнчен!..» — теейрĕ. Пиччене пытăм каларăм: «Чăн пушăпа!..» — теейрĕ. Инкене пытăм каларăм: «Выля, выля!» — теейрĕ. * * * Вăрăм, вăрăм тееççĕ, Пиртен вăрăм вăрман пур. Лутра, лутра тееççĕ, Пиртен лутра пукан пур. Мăнтăр, мăнтăр тееççĕ, Пиртен мăнтăр сысна пур. Типшĕм, типшĕм тееççĕ, Пиртен типшĕм çатан пур. Вăрă, вăрă тееççĕ, Пиртен вăрă кушак пур. Усал, усал тееççĕ, Пиртен усал йытă пур. Шурă, шурă тееççĕ, Пиртен шурă — купăста. Хĕрлĕ, хĕрлĕ тееççĕ, Пиртен хĕрлĕ чие пур. Хура, хура тееççĕ, Пиртен хура — хурлăхан. * * * Хитре хĕр, хитре хĕр Ял тавра çаврăнать. Хитре хĕр, хитре хĕр Ял хушшине кĕрет. Хитре хĕр, хитре хĕр, Кама саватăн, Çавăн умне тăратăн. Хитре хĕр, хитре хĕр, Кама саватăн, Çавна пуç таятăн. Хитре хĕр, хитре хĕр, Кама саватăн, Çавна ал паратăн. Хитре хĕр, хитре хĕр, Кама саватăн, Çавна чуптăватăн. * * * Эпир çулас утисем Шур ути пулинччĕ. Çынсем çулас утисем Аçа кикен пулинччĕ. Эпир тăвас сарăсем Хантăсла пулинччĕ. Çынсем тăвас сарăсем Хураллă пулинччĕ. Эпир каяс ачасем Сар ача пулинччĕ. Çынсем каяс ачасем Хура ача пулинччĕ. * * * Ытлари кун ытла кун, Ыткăнмалла вăй выляр. Юн кун кунĕ — юнлă кун, Юнтармалла вăй выляр. Кĕçнерни кун — кĕçĕн кун, Кĕçенмелле вăй выляр. Эрне кун — уяв кунĕ, Уя тухса выльăпăр. Шăмат кун — шукăль кун, Шукăльленсе тухăпăр. Вырăс эрни кунĕнче Вырăсла вăйă выльăпăр. Тунти кун — тутлă кун, Тутанмалла вăй выляр. * * * Анкартинчи пăрусем Вĕлтрен тĕслĕ курнаççĕ. Леш ялсенĕн ачисем Улăм шлепке тăхнаççĕ, Пушăт чĕлли çыхаççĕ, Çĕлен тĕслĕ курнаççĕ. Хамăр ялсен ачисем Хура шлепке тăхнаççĕ, Симĕс пурçăн çыхаççĕ, Мерчен тĕслĕ курнаççĕ. * * * Вун иккĕн тăрса юрласан Тимĕр карта çавратпăр, Ай лю-ли, кăмма кулина. Тимĕр карта варрине Ылтăн юпа лартатпăр, Ылтăн юпа тăррине те Мăшăр куккук лартатпăр. Мăшăр куккук авăтать те, Вун икĕ хĕр савăнать, Вун икĕ хĕр юр юрлатъ те — Вун ик каччă ал çупать. * * * Аслă ĕшнере ут çултăм, Найли-найли, найлюшинкки, Красна девица, — Купа çурă утă турăм. Ыр ут умне хурсассăн I Алсипе-алсипе вăл çийĕ, Алси тулли мул юлĕ, Мулĕ юлĕ хĕр илме, Хĕрĕ юрĕ çурт тытма, Çурчĕ юрĕ пурăнма. Выляма-кулма мĕн лайăх? — Вун çич çулхи хĕр лайăх. * * * Касрăм, касрăм вĕрене, Турăм, турă шурă пӳрт. Шурă пӳртре шур сĕтел, Шур сĕтел çинче шур чашăк, Шур чашăкра шур кулач. Шур кулача çимешкĕн Пике майри кирлĕ-çке. Пике майрипе выляма Тиек каччи кирлĕ-çке. Тиек каччине çаптарма Пурçăн пушă кирлĕ-çке. Пурçăн пушшине ирмешкĕн Хурçă çĕçĕ кирлĕ-çке. Хурçă çĕççине чикмешкĕн Пĕчĕк йĕнĕ кирлĕ-çке. Пĕчĕк йĕннине чикмешкĕн Пĕчĕк арча кирлĕ-çке. Пĕчĕк арчине лартмашкăн Пĕчĕк кĕлет кирлĕ-çке. Пĕчĕк кĕлет лартмашкăн Пĕчĕк вырăн кирлĕ-çке. * * * Шур-шур тăрăх çӳрерĕм, Шурă чăлха эп тупрăм. Шурă чăлха варринчен Пурçăн тутăр эп тупрăм. Пурçăн тутăр варринчен Кĕмĕл çĕрĕ эп тупрăм. Кĕмĕл çĕрĕ — ĕнчĕ куç Çӳрет хĕрсен пӳрнинче. Тăхлан çĕрĕ — селем куç Çӳрет каччă пӳрнинче. Енчĕ пушмак, шур чăлха Çӳрет хĕрсен уринче. Хура атă — йĕс кĕле Çӳрет каччă уринче. Тăхăр пушăт çăпати Çӳрет хĕрсен уринче. Çичĕ пушăт çăпати Çӳрет каччă уринче. Шурă тăла, çип чăлха Çӳрет хĕрĕн уринче. * * * Тăхăр тына пусакан — Пĕр кĕрĕксĕр юлакан. Савса сар хĕр суйлакан — Инке-арăмсăр юлакан. Инке-арăмне тур куртăр, Усал та пулсан хĕр пултăр, Хĕр пултăр та пур пултăр, Пурçăн кĕпе тăхăнтăр. Пурçăн кĕпи — укçа хакь, Пирĕн вăйă — тĕнче хакь. Тĕнче куртăр — тĕлĕнтĕр, Халăх куртăр — халлантăр. * * * Вăрăм чăрăш тăрринче Ярăнса куккук авăтать, Ярăнса куккук авăтнипе Чăрăш тăрри хумханать, Чăрăш тăрри хумханнипе Вăштăр-вăштăр çил вĕрет, Вăштăр-вăштăр çил вĕрнипе Хирти тырă хумханать, Хирти тырă хумханнипе Ялти ватăсем савăнаç, Ялти ватăсем савăннипе Çамрăк-кĕрĕм вăй вылять. * * * Вăрман витĕр тухнă чух, Акалю-пăрвалю, Вĕрене çинче пирĕн куç. Улăх витĕр тухнă чух Çĕмĕрт çинче пирĕн куç. Шĕшкĕлĕхрен тухнă чух Мăйăр çинче пирĕн куç. Сăрт-сăрт урлă каçнă чух Чие çинче пирĕн куç. Вар-вар урлă каçнă чух Çырла çинче пирĕн куç. Ял-ял витĕр тухнă чух Сар ача çинче пирĕн куç. Урам урлă каçнă чух Сар хĕр çинче пирĕн куç. Пасар витĕр тухнă чух Тавар çинче пирĕн куç. * * * Урам урлă курница, Курницара сарă хĕр. Сар хĕр унта мĕн ĕçлет? — Йывăр тĕрĕ вăл тĕрлет. Йывăр тĕрĕ тĕрличчен Кил иксĕмĕр тус пулар, Ĕмĕрлĕхе тус пулар. Ĕмĕрлĕхе пулмасан Виç çуллăха тус пулар, Виç çуллăха пулмасан Виç уйăха тус пулар, Виç уйăха пулмасан Виç эрнене тус пулар, Виç эрнене пулмасан Виç кунлăха тус пулар, Виç кунлăха пулмасан Пĕр каçлăха тус пулар, Пĕр каçлăха пулмасан Ал тытар та уйрăлар. Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2006-08-25 13:23:57 вăхăтра улăштарнă. 10620 хут пăхнă. | |
|