Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Альтук (юмах):
Пĕр карчăкпа старик пурăннă, тет. Вĕсен Иван ятлă, вунçичче çитнĕ ачи пулнă, тет. Карчăкпа старик кил хушшинче ĕçлеççĕ, тет. Иван шавах сунара çӳрет, тет. Карчăкĕ яланах:
— Старик, Ивана авлантарасчĕ, мана пулăшакан çук. Виличчен ачи-пăчисене курса юласчě,—тесе калать. тет. Пĕрре çапла Иван сунара кайма пуçтарăнчĕ, тет. Ашшĕ калать, тет, куна: — Ачам, эсĕ çамрăк мар ĕнтĕ, аннӳ авлантарасшăн сана. Сунара çӳренĕ чухне ху валли арăм тума пĕр-пĕр хуркайăк тытса килместĕн-и?—тесе каларĕ, тет. Иван тухса кайрĕ, тет, хире. Пĕр карта хуркайăк вĕçсе пырать, тет. Иван пĕрне персе ӳкерчĕ, тет те, килне илсе таврăнчĕ, тет. Амăшĕ вут чĕртсе ячĕ, тет, унтан хуркайăка тытрĕ, тет те, çунаттисене çунтарса ячĕ, тет. Хай хуркайăк хуп-хура арăм пулса тăчĕ, тет. Ирхине çĕнĕ çын икĕ витрепе çырмана шыв ăсма кайрĕ, тет. Пĕр карта хуркайăк вĕçсе пырать, тет. Альтука курчĕç, тет те: Атя, Альтук, киле, Аçу килчĕ пасартан, Кулачă-пěремĕк илсе,— тесе чĕнеççĕ, тет. Пырăттăм та—пыраймăп: Хурăн вутти хучĕç те Хур-çунатма çунтарчĕç, Вĕрене вутти хучĕç те Вĕр-çунатма çунтарчĕç,— тесе йĕрет, тет, Альтук. Хуркайăксем Альтука пурте пĕрер тĕк татса пачĕç, тет. Альтук тĕкĕсене хул хушшине, кĕпи айне, хĕстерчĕ, тет те, витрисене йăтса, килне таврăнчĕ, тет. Хунямăшĕ: — Мĕнле вăрах çӳрерĕн? — тесе калать, тет. — Çăл патĕнче çын нумайччĕ,— терĕ, тет, кинĕ. Иккĕмĕш кун Альтук каллех шыв ăсма кайрĕ, тет. Каллех пĕр карта хуркайăк вĕçсе пырать, тет. Атя, Альтук, киле, Аçу килчĕ пасартан, Кулачă-пĕремĕк илсе,— тесе юрласа чĕнеççĕ, тет, Альтука хăйсемпе пĕрле. Пырăттăм та—пыраймăп: Хурăн вутти хучĕç те Хур-çунатма çунтарчĕç, Вĕрене вутти хучĕç те Вĕр-çунатма çунтарчĕç,— тесе хурланса йĕрет, тет, Альтук. Хуркайăксем каллех пĕрер тĕк татса пăрахрĕç, тет. Альтук кусене те хул хушшине, кĕпи айне, хĕстерчĕ, тет те, витрисене йăтса, килне таврăнчĕ, тет. — Епле вăрах çӳретĕн?—тесе калать, тет, хунямăшĕ. — Çăл патĕнче çын нумайччĕ, часах ăсаймарăм,— тесе калать, тет, кинĕ. Ěнтĕ пĕр ик-виç çул та иртрĕ, тет. Иванпа Альтукăн ача та çуралнă, тет. Çапах та Альтук хăй килне манаймасть, тет. Пĕрре çапла Альтук татах шыв ăсма каять, тет. Каллех пĕр карта хур-кайăк вĕçсе пырать, тет. Альтука курчĕç, тет те, каллех: Атя, Альтук, киле, Аçу килчĕ пасартан, Кулачă-пĕремĕк илсе,— тесе юрлаççĕ, тет. Пырăттăм та — пыраймăп: Хурăн вутти хучĕç те Хур-çунатма çунтарчĕç, Вĕрене вутти хучĕç те Вĕр-çунатма çунтарчĕç,— тесе юрласа йĕрет, тет, Альтук. Каллех пурте пĕрер тĕк татса пăрахрĕç, тет. Альтук мĕнпур тĕкĕсене пĕр çĕре пухрĕ, тет те, çунатсем туса, хулпуççийĕсем çумне çыпăçтарчĕ, тет. Унтан сикрĕ, тет те, юлташĕсемпе вĕçрĕ кайрĕ, тет. Килĕнче кĕтеççĕ-кĕтеççĕ, тет, шыва кайнă çынна — çук, тет. Тӳсеймесĕр хунямăшĕ çырмана анса пăхать, тет: каçма патĕнче витрисем анчах лараççĕ, тет, кинĕ çук, тет. Чĕнет-чĕнет, тет, кинне — ниçта та çук, тет. Тупаймасăрах таврăнчĕ, тет, вара килне. Килĕнче ачи макăрать, тет. Шухăшласан-шухăшласан, хуйхăрсан-хуйхăрсан, кайрĕç, тет, каллех кинне шырама: старикки те шырать, тет, карчăкĕ те шырать, тет. Кашни тĕл пулан çынран: — Пирĕн кине курмарăр-и?—тесе ыйтаççĕ, тет. Иван та тухса кайрĕ, тет, арăмне шырама. Шырарĕç-шырарĕç, тет, çук, тупаймарěç, тет. Аптăранă енне вара шырама та пăрахрĕç, тет. Нумай пурнаççи, сахал пурнаççи — пĕр ир хай Ивансен пӳрчĕ тăррине хуркайăк пырса ларнă, тет. Ачи сăпкара йĕрмĕшсе выртать, тет. Санăн куçу хупăнниччĕ, Манăн куççуль тăкăнминччĕ!— тесе юрласа ячĕ, тет, хуркайăк. Карчăкĕ тухрĕ, тет те: — Кшуй, кшуй! Мĕнле кайăк юрлать кунта?—тесе хăвала пуçларĕ, тет. Хуркайăк кăшт аяккалла вĕçсе ларчĕ, тет. Карчăк кĕрсен, каллех пӳрт тăррине пырса ларчĕ, тет. Хуркайăк каллех юрласа ячĕ, тет: Санăн куçу хупăнниччĕ, Манăн куççуль тăкăнминччĕ!— тесе калать, тет. Старикки тухрĕ, тет. — Кшуй, кшуй! Мĕнле кайăк юрлать кунта?— тесе калать, тет. Хуркайăк кăшт аяккинелле вĕçсе ларчĕ, тет. Старик кĕрсен, каллех пӳрт тăррине пырса ларчĕ, тет. Каллех юрлать, тет: Санăн куçу хупăнниччĕ, Манăн куççуль тăкăнминччĕ!— тесе калать, тет. Ачи шав макăрать, тет. Хуркайăкăн чунě тӳсеймерĕ, тет, пусма çине вĕçсе ларчĕ, тет, унтан пăлтăра кĕчĕ, тет. Пӳрт алăкĕ уçă, тет. Вĕçрĕ кĕчĕ, тет, хуркайăк пӳрте, сăпка пĕкечи çине пырса ларчĕ, тет. Иван çăпата туса ларать, тет. Хуркайăка курсанах, часрах çăпатине ывăтса ячĕ, тет те, пӳрт алăкне хупса хучĕ, тет. Каллех вут чĕртсе ячеç, тет. Хуркайăка тытса çунаттисене çунтарса ячĕç, тет, хуп-хура арăм пулса тăчĕ, тет. Иванпа арăмĕ халичченех савăнса пурăнаççĕ-ха. Альтук ниçта та тарма шухăшламасть ĕнтĕ. Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2005-09-04 23:19:58 вăхăтра улăштарнă. 14147 хут пăхнă.Тип: Чăваш Ен. | |
|