Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Çынсенчен уйрăм:
Пĕр мухтанчăк, хăй валли пӳрт кăмаки тутарма шухăшласан, кăмака тăвакана чĕнсе пырса унран:
— Итле-халĕ, эсĕ ман пӳрт валли кăмака туса парăн-и? — тесе ыйта пуçларĕ, тет. — Парăп — тесе каларĕ, тет, кăмака тăваканĕ те. — Туса парасса парăн та, анчах эсĕ манăн пӳрт кăмакине мĕнле те пулнн çынсенĕн кăмакисенчен урăх тĕрлĕ ту, — тет хуçи. — Епле урăх тĕрлĕ? — тесе ыйтать, тет, ку ăнланаймасăр. — Мĕнле те пулин çынсенĕнчен урăхларах пултăр, — тет хуçи. Кăмака тăваканĕ пăртакçă шухăшласа пăхса тăчĕ, тет те: — Юрĕ, туса парăп, çынсенĕнчен урăхларах пулĕ, — терĕ, тет. Хуçи киле кайсан, ку кăмака тăвакан ăста пӳрт кăмакине пӳртĕн тул енне турĕ хучĕ, тет те: — Эпĕ пӳрт кăмакине туса пĕтертĕм, атя епле тунине пырса пăх, — тесе, хуçине кăмака курма чĕне пуçларĕ, тет. — Епле, çынсенĕн пек туса памарăн-и? — тесе ыйтать, тет, хуçи. I — Çук, çынсенĕн пек тумарăм, — тет ăсти. — Апла пулсан, атя-халĕ, епле тунине пырса курам, — терĕ, тет те, иккĕш курма тухса кайрĕç, тет. Пӳрчĕ ăшне кĕрсе пăхсан, кăмакине курмасăр: — Кăмаку санăн ăçта? — тесе ыйта пуçларĕ, тет, хуçи кăмака тăвакан ăстинчен. — Пӳртĕн камакине эпĕ тул енне туса лартрăм, — тет ăсти. — Мĕншĕн апла унта туса лартрăн? — тесе ыйта пуçларĕ, тет, хуçи тĕленсе. — Мĕншĕн тăвасси-мĕнĕ, çынсенĕн пек тума хушмарăн вĕт, çавăнпа эпĕ пӳртĕн кăмакине çынсенĕнчен мĕнпе те пулин уйрăм тумашкăн юри тул енне лартсаттăм, — тет ăсти те кулса. Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2006-07-30 17:31:32 вăхăтра улăштарнă. 8832 хут пăхнă. | |
|