Система
Регистраци
Кěмелли


 Юмахсем
 Халапсем
 Юрăсем
 Сăвăсем
 Пурнăç йěрки
 Ваттисен сăмахěсем
 Ялсем
 Шупашкар
 Ссылкăсем

 Добавить
 Пěтěм список
 Хушмаллисем
 Шырамалли
 Сайт çинчен
 Инструкци

Get Firefox!
Чăваш халăх сайчĕ

Чăваш халăх канашлăвĕ
Рейтинг@Mail.ru
 Çěре шыв айěнчен кăларни:
 

    Малтан тĕнчере шыв тата çăлтăрлă тӳпе кăна пулнă. Çĕр ниçта та курăнман. Вăл шыв айĕнче питĕ тарăнра выртнă.
    Тата пĕр Турăпа пирĕштисем пулнă. Вĕсемпе пĕрле пĕр явăл — Шуйттан çӳренĕ. Вăл Турра тек-текех улталама та сиенлеме хăтланнă.
    Пĕртен-пĕр Турă пĕринче утса çӳремелĕх Çĕр пултарма шутланă. Ăна пултарма унăн шыв айĕнчен кăштах та пулин юшкăн кăлармалла пулнă. Темшĕн Турă юшкăна хăй кăларасшăн пулман. Кимĕпе ишнĕ чухне вăл пирĕштисене пылчăк илме шыв айне темиçе те чăмтарнă. Пирĕштисем нумай хут чăмса пăхнă, анчах пĕри те юшкăн илсе тухайман.
    Шуйттанĕ тек Турă тавра явкаланнă, тăпра илсе тухатăп тесе каланă. Турă ăна шанман, çавăнпа ку ĕçе хушасшăн та пулман. Юлашкинчен вара Шуйттана шыв айĕнчен юшкăн илсе тухма ирĕк панă. Лешĕ самантрах чăмнă та çăварĕпе пылчăк илсе тухнă, ăна Туррăн алă тупанĕ çине сурса кăларнă. Турă юшкăн çĕре тĕрлĕ еннелле сапаласа тухнă. Сапаланнă Çĕр тĕпренчĕкĕсем часах пур çĕрте те пысăкланма пуçланă.
    Сасартăк Турă леш Шуйттанĕн пит çăмартийĕ хăпарса кайнине асăрханă. Шуйттан илсе тухнă юшкăнне йăлтах сурса кăларман иккен, шăл хыçне пытарса хăварнă. Шуйттан мĕн хăтланнине чухласа илнĕ Турă явăла тута урлă панă. Лешĕн тута хĕрри татăлса кайнă, хытса ларнă çĕр татăкĕ тухса ӳкнĕ, вара юн юхма пуçланă. Юн тумламĕсем ӳкнĕ çĕрте çĕнĕ явăлсем çуралнă тăнă. Вĕсем пит нумай пирки шутласа кăларма та май килмен.
    Турă явăла юратман пулсан та хăйне пулăшнăшăн шывра тата çĕр айёнче пурăнма ирĕк панă, анчах çĕр çине час-час тухма чарнă.
    
    
    А. В. Рекеев. 1896, 1-2 с. Вырăсларан В. П. Станьял куçарнă.


Тěп страницă
Статья ссылки :: Пичет версиĕ

Admin тӳрлетнě, информацие 2005-07-30 14:48:48 вăхăтра улăштарнă. 8611 хут пăхнă.Тип: Паллă çынсем.
Powered by Gold Wiki, Hosting by Chuvash.Org/Roleplay.Ru, Idea by P-Code, 2005