Система
Регистраци
Кěмелли


 Юмахсем
 Халапсем
 Юрăсем
 Сăвăсем
 Пурнăç йěрки
 Ваттисен сăмахěсем
 Ялсем
 Шупашкар
 Ссылкăсем

 Добавить
 Пěтěм список
 Хушмаллисем
 Шырамалли
 Сайт çинчен
 Инструкци

Get Firefox!
Чăваш халăх сайчĕ

Чăваш халăх канашлăвĕ
Рейтинг@Mail.ru
 Çĕнĕ çын сĕт вĕретни:
 

    Пĕр карчăкпа ывăлĕ пурăннă, тет. Çитĕнсе çитсен, амăшĕ ывăлне авлантарчĕ, тет. Хăйĕн кинне карчăк сĕт вĕретме хушрĕ, тет:
    — Кин, сĕт вĕрет-ха, вĕретнĕ сĕт ĕçес килет, — тесе каларĕ, тет.
    Çĕнĕ çын лаççа сĕт вĕретме тухрĕ, тет. Сĕтне хурана туллиех тултарчĕ, тет, вуттине чĕртсе, вăйлă хурса лартрĕ, тет. Часах сĕт вĕреме кĕчĕ, тет, кăпăкланса хăпарать, тет, урлă та такăнма тытăнчĕ, тет. Çамрăк арăм:
    «Сĕт хушăнать-ха», — тесе пăхса тăрать, тет. Савăннипе:
    — Тур парать, тур парать! — тесе калать, тет.
    Сĕчĕ çаплах тăкăнать, тет. Кăшт тăхтасан, вутти те çунса пĕтрĕ, тет, сĕчĕ те хухрĕ, тет. Пăхать, тет, çĕнĕ çын хурана — сĕт хуран тĕпĕнче çеç юлнă, тет. Ку:
    — Тур парать те тур илет, — тесе каларĕ, тет.
    Çапла вĕретрĕ, тет, сĕте çамрăк кин.


Тěп страницă
Статья ссылки :: Пичет версиĕ

Admin тӳрлетнě, информацие 2006-07-30 14:57:30 вăхăтра улăштарнă. 8540 хут пăхнă.
Powered by Gold Wiki, Hosting by Chuvash.Org/Roleplay.Ru, Idea by P-Code, 2005