Система
Регистраци
Кěмелли


 Юмахсем
 Халапсем
 Юрăсем
 Сăвăсем
 Пурнăç йěрки
 Ваттисен сăмахěсем
 Ялсем
 Шупашкар
 Ссылкăсем

 Добавить
 Пěтěм список
 Хушмаллисем
 Шырамалли
 Сайт çинчен
 Инструкци

Get Firefox!
Чăваш халăх сайчĕ

Чăваш халăх канашлăвĕ
Рейтинг@Mail.ru
 Çĕвĕç:
 

    Ĕлĕк-авал Йăван мучин виçĕ хĕр пулнă, тет. Вĕсем виççĕшĕ те йĕркеллĕн, сăмахсене илемлĕн çавăрса калаçнă, тет. Анчах ĕçре кахал пулнă, тет, çынран лайăх маррипе кăна ĕçленĕ, тет.
    Пĕррехинче вĕсем аслă хĕрĕ валли сарă кĕрĕк çĕлетме вырăс çĕвĕç кĕртнĕ, тет. Тепĕр кунне ирхине тăрсан, аслă хĕрĕ урай шăлчĕ, тет те, çӳпне çӳп шăтăкне пуçтарса хучĕ, тет.
    Кăнтăрла вăталăх хĕрĕ те, амашĕ тухса тăкасса шанса, çав шăтаках пуçтарса хучĕ, тет. Каçхине краççын çутсан, кĕçĕн хĕрĕ те, ыран тухса тăкапар-ха тесе çав шăтăках купаларĕ, тет. Юлашкинчен урай çӳппи çӳп шăтăкĕнче пĕр таканана яхăн пулчĕ, тет.
    Çакна сарă кĕрĕк çĕлекен вырăс çĕвĕç кунĕпех сăнаса ларчĕ, тет. Каçхине, апат пĕçернĕ чух, аслă хĕрĕ яшка çине тăвар яма тăрсан, вырăс çĕвĕç хĕртен пĕр ывăç тăвар ыйтсах
    илчĕ, тет те, кĕтесри çӳп купи çине сапма тытăнчĕ, тет. Хĕр тĕлĕннипе вырăс çĕвĕçрен:
    — Мĕншĕн çӳп çине тăвар сапан? — тесе ыйтрĕ, тет.
    — Тăвар сапмасан, çĕрет вăл! — терĕ, тет, вырăс çĕвĕç куларах.
    Вара виçĕ хĕр вăтаннипе, сиксе тăрса, кĕтесри çӳппе çĕр хута тасатрĕç, тет.
    Çавăнтан кайран хĕрсем кашни виçĕ кун пĕрре урай çума тытăнчĕç, тет.


Тěп страницă
Статья ссылки :: Пичет версиĕ

Admin тӳрлетнě, информацие 2006-07-30 15:28:22 вăхăтра улăштарнă. 8749 хут пăхнă.
Powered by Gold Wiki, Hosting by Chuvash.Org/Roleplay.Ru, Idea by P-Code, 2005