Система
Регистраци
Кěмелли


 Юмахсем
 Халапсем
 Юрăсем
 Сăвăсем
 Пурнăç йěрки
 Ваттисен сăмахěсем
 Ялсем
 Шупашкар
 Ссылкăсем

 Добавить
 Пěтěм список
 Хушмаллисем
 Шырамалли
 Сайт çинчен
 Инструкци

Get Firefox!
Чăваш халăх сайчĕ

Чăваш халăх канашлăвĕ
Рейтинг@Mail.ru
 Çăварни юррисем:
 

    Çăварни,
    Çăварни çитрĕ, çу çитрĕ!
    Картлă-картлă пашалу,
    Карчĕсерен услам çу.
    Чашки чарăнмарĕ,
    Курки курăнмарĕ.
    Катка-пичке,
    Юплĕ тӳшек,
    Хурăн тăрри хултăрчи,
    Йăмра тăрри йăллипе
    Ю-у-у!
    
     * * *
    
    Çăварни!
    Çăварни çитрĕ, çу çитрĕ!
    Картлă-картлă пашалу,
    Вун ик çытар, пĕр тӳшек,
    Хурăн тăрри — хултăрчи,
    Йăмра тăрри — йăмпăлти,
    Чăрăш тăрри — чăмпăлти.
    Тăхтасамăр, тăхлачсем,
    Тунти хăти килет тет,
    Хуп кĕперне çитнĕ тет,
    Вун ик вĕçлĕ пушшипе
    Хыптарать те çунтарать.
    
     * * *
    
    Картлă-картлă пашалу,
    Карчĕ тăрăх çу юхать.
    Симĕс пуçлă кăвакал
    Синерукшăн çырлахать.
    Ю! кайтăр, чу! кайтăр,
    Кантăр вăрăм пултăр,
    Вăрри тутă пултăр,
    Пире валли çĕнĕ кĕпе пултăр,
    Пире валли çĕнĕ йĕм пултă-ăр!
    
     * * *
    
    Хусан çуни хуçмалла —
    Эпир ун çине ларас çук.
    Чĕмпĕр çуни чĕнтĕрлĕ —
    Эпир ун çине ларас çук.
    Çĕрпӳ çуни, çĕрĕк çуна,
    Пирĕн айран каяс çук.
    
     * * *
    
    Аттен те лаши — хура лаша,
    Витере тăрсан кам курать, кам асăнать?
    Тухса çӳресен çын курать, çын асăнать.
    
    Аттен çуни — хура çуна,
Сарайта ларсан кам курать, кам асăнать?
    Кӳлсе тухсан çын курать, çын асăнать.
    
    Аттен ывăлĕ — сар ывăлĕ,
    Кăмака çинче ларсан кам курать, кам асăнать?
    Тухса çӳресен çын курать, çын асăнать.
    
     * * *
    
    Кăвак пуçлă аттем пур,
    Кăвакарнă ай укçипе
    Кăвак лаша илсе пачĕ:
    Çăварни чупма пултăр тет.
    
    Кăвак çӳçлĕ апай пур,
    Кăвакарнă ай укçипе
    Хыçлă çуна илсе пачĕ:
    Ачсем çăварни чупчăр тет.
    
     * * *
    
    Аттен пахчи пулмасан
    Кайăк сасси илтес çук.
    Аттен лаши пулмасан
    Çварни чупса курас çук.
    
    Çварни чупма кам лайăх? —
    Вун çич çулхи хĕр лайăх.
    Лар, лар, савни, çумарах,
    Чун юратни эс анчах.
    
     * * *
    
    Çварни сăри кăпăклă,
    Кăпĕк хĕре ĕçмелли,
    Сăри — пире ĕçмелли.
    Юрать пире сăри те
    Туnи-çăварь тиркемест.
    
    Çăварни хĕрĕ — картинка.
    Картинкки — катаччи чупмалли,
    Хури — пурнăç тумалли.
    Юрать пире хури те:
    Хура халăх çĕр ĕçлет.
    
     * * *
    
    — Çăварни утпа чупам-и?
    — Чуп, чуп, ачам, чуп, ачам.
    — Майра хĕрне лартам-и?
    — Ларт, ларт, ачам, ларт, ачам.
    Виçĕ пуслăх тилхепӳ,
    Тватă пуслăх ай пĕккӳ,
    Пилĕк пуслăх çуну пур,
    Вылянса тăран ăйру пур.
    Ут чупнă чух эс, ачам,
    Пĕккӳ витĕр час-час пăх,
    Тилхепӳне аванрах тыт,
    Утна сыхла инкекрен.
    
     * * *
    
    Шĕшкĕ хулли лашам пур,
    Капăр курăк çунам пур,
    Çуна тулли сар хĕр пур,
    Шарт! çапас та пăр! вĕçес,
    Хыççăн тăман кăларас.
    
    Сала кайăк пулас мар,
    Çатан çинче ларас мар.
    Çак çăварни ячĕпе
    Çул хĕрринче тăрас мар.
    
     * * *
    
    Катаччи, катаччи!
    Катаччи çитрĕ, çу çитрĕ.
    Катаччи тăвĕ турăмăр,
    Мамăк шывĕ сапрăмăр,
    Хăрах тупанне катрăмăр...
    
    Картлă-картлă пашалу,
    Карчĕ тăрăх çу юхать,
    Хурăн тăрри хумханать,
    Хура халăх пуçтарнать.
    Катаччи, катаччи!
    
     * * *
    
    И çăварни, çăварни!
    Çăвар тулли икерчи,
    Кĕсье тулли кулачи,
    Эрне хушши катаччи!
    
     * * *
    
    Исампай ялĕ çырмаллă,
    Тӳнсе каятпăр — тытсамăр,
    Эй-эй, кукки, эй, кукки,
    Иртсе каятпăр — кĕртсемĕр.
    Çут çуттине çутăрах,
    Кăлар сăрине — ыррине,
    Кас кукăльне — çуллине.
    
     * * *
    
    Çăварни çуни — çунатлă:
    Хăрах çунатти çул тытать,
    Хăрах çунатти хĕр тытать.
    Мĕншĕн çуна теес мар,
    Ларса çăварни чупас мар?
    
    Пирĕн çуни хуçмалла:
    Хуçсан иккĕн лармалла,
    Тăссан тваттăн лармалла —
    Икĕ мăшăр чупмалла.
    
    Ăмăрт кайăк — лашам пур,
    Унăн йăви — çунам пур.
    Сарă вăрăм савним пур,
    Çăварни чупма вăйăм пур.
    
    Çул хĕрринче тăракан —
    Çуна шăлне сăвакан,
    Çăварни иртмест тетĕн-им?
    
    Турта тулли тур лаша,
    Турти тăрăх тар юхать,
    Тупань тăрăх шыв юхать, —
    Çăварни иртет, кун юлать.
    
    Çăварни килет виç кунлăх,
    Ма килмест-ши çич кунлăх?
    Тур лашана тарлатма,
    Сарă хĕре савăнма,
    Хура хĕре хурланма,
    Çырă хĕре çилленме.
    
    Шăнкăр-шăнкăр йĕс шăнкрав,
    Шăнкрав сасси çул çинче.
    Çак çăварни çитсессĕн
    Сар хĕр сасси ял çинче.
    
     * * *
    
    Аттен лаши улт çулхи,
    Утмăл çула çитиччен
    Пĕр çварнирен юлас çук.
    Атин улĕ çич çулхи,
    Çитмĕл çула çитиччен
    Пĕр çварнирен юлас çук.
    
     * * *
    
    Катаччи те çăварни!
    Çăвар тулли икерчи,
    Кĕсье тулли премĕкĕ,
    Ма çăварни теес мар?
    
     * * *
    
    Ути-утми ут кӳлтĕм,
    Чĕни-чĕнми хĕр лартрăм, —
    Ĕмĕр иртнĕн туйăнчĕ.
    
    Çул хĕрринче тăракан
    Çварни чупап теет пуль, —
    Çуна шăлне сăвакан.
    
    Пирбн çуни çунатлă,
    Лаши пирĕн таканлă, —
    Такан витĕр çил вĕрет.
    
     * * *
    
    Çварни çуни карлăклă,
    Карлăклă та кантăклă,
    Кантăк витĕр пăхсассăн
    Пирĕн савнисем курнаççĕ.
    Çӳрен лаши, шух лаши,
    Пуçне ывтса пырать-çке.
    Манăн савни, сар савни,
    Ăшшăн пăхса пырать-çке.
    
     * * *
    
    Çăварни килет çичĕ кун,
    Ма çич эрне килмест-ши?
    Çăварни çич кун тенĕ чух
    Çичĕ пăт сĕлĕ хатĕрлерĕм.
    Пуçне пĕкке пемешкĕн
    Пирĕн лаши лаша пек:
    Карттин çинчи лаша пек.
    Пирĕн çуни çуна пек:
    Мăн шыв çинчи вутлă ким пек.
    Пирĕн пĕкки пĕкĕ пек:
    Ыр çын арĕм масмакь пек.
    Пирĕн кутлăх кутлăх пек:
    Ыр çын арĕм шерепи пек.
    Пирĕн йĕнерчĕк йĕнерчĕк пек:
    Ыр çын арĕм пуç хыç пек.
    Пирĕн турта турта пек:
    Хунар ăшĕнчи çурта пек.
    
     * * *
    
    Пире çăварни чуптарманшăн
    Çуни тупанĕ çурăлтăр.
    Пире çăварни чуптарманшăн
    Хурама турти хуçăлтăр.
    Пире çăварни чуптарманшăн
    Сăрлă пĕкки хуçăлтăр.
    Пире çăварни чуптарманшăн
    Шăнкрав чĕлхи татăлтăр.
    Пире çăварни чуптарманшăн
    Çуни чавси хуçăлтăр.
    
     * * *
    
    Çĕмĕрт хура теейсе
    Тураттисене ан хуçăр!
    Хамăр лайăх теейсе
    Çынтан куçăн ан кулăр!
    
    Аюк-маюк юррăм пур,
    Кайăк чунлă лашам пур,
    Çич çунатлă лашам пур,
    Сар кайăк пек варли пур.
    
    Çварни килет мăн çулпа,
    Иртсе каять вак çулпа, —
    Сисмесĕрех юлатпăр.
    
    Лаши япăх ан тейĕр —
    Лайăххисем каснара.
    Ачи япăх ан тейĕр —
    Лайăххисем салтакра.
    
     * * *
    
    Çварни çуни чĕнтĕрлĕ,
    Чĕнтĕрлĕ те сăнчăрлă.
    Сарă хĕр ларать сăнчăрлать,
    Çур Çĕрсĕр те вĕçертмест.
    
    Ай, лашаçăм, квак лаша,
    Пĕр вырăна тăххăр пус,
    Юрне сир те çĕр тĕпрет,
    Пуçна ух та карлаттар.
    
    Лаши начар ан тейĕр —
    Лаша илме укçа çук,
    Укçа тума савăт çук,
    Савăт тума саккун çук.
    
    Ç(ӳ)реме лайăх ç(ӳ)рен лаши
    Пура тĕпне якататъ.
    Пурнма лайăх сарă хĕр
    Кĕсье тĕпне якатать.


Тěп страницă
Статья ссылки :: Пичет версиĕ

Admin тӳрлетнě, информацие 2006-08-23 21:09:27 вăхăтра улăштарнă. 10666 хут пăхнă.
Powered by Gold Wiki, Hosting by Chuvash.Org/Roleplay.Ru, Idea by P-Code, 2005