Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Шăнкăр-шăнкăр çăл куç:
Шăнкăр-шăнкăр çăл куç, Кăмăлна эс ан хуç Çурхи каç кĕввине каласа, Сан патна çитсенех, Сассуна илтсенех Иртнĕ кунăм килет-çке аса. Çĕмĕртсем çурăлсан, Кĕмĕл уйăх тухсан Шăпчăксем шăрататчĕç юрра. Иккĕн шăп ларнă чух, Куçран куç пăхнă чух Шăнкăр шыв калаçатчĕ умра. Шăнкăр-шăнкăр çăл куç, Йăлтăркка шурăмпуç Çупăрлатчĕç телей ĕшнине. Сисеймерĕ чĕрем, Пĕлеймерĕ чĕрем Уйрăлу çывăхра пулнине. Вĕрене çулçине Халь тăкать шыв çине, Вăл туять эп пĕччен анасса. Шăнкăр-шăнкăр çăл куç, Кăмăла эс ан хуç Çурхи каç кĕввине каласа. Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2005-08-01 01:15:21 вăхăтра улăштарнă. 10602 хут пăхнă.Тип: Статьясем. | |
|