Система
Регистраци
Кěмелли


 Юмахсем
 Халапсем
 Юрăсем
 Сăвăсем
 Пурнăç йěрки
 Ваттисен сăмахěсем
 Ялсем
 Шупашкар
 Ссылкăсем

 Добавить
 Пěтěм список
 Хушмаллисем
 Шырамалли
 Сайт çинчен
 Инструкци

Get Firefox!
Чăваш халăх сайчĕ

Чăваш халăх канашлăвĕ
Рейтинг@Mail.ru
 Мăйăр юмахě:
 

    Чăхăпала автан вăрмана мăйăр çиме кайрĕç, тет. Автанĕ шĕшкĕ çинчен пĕр мăйăр ывăтрĕ, тет те, чăх куçне шăтарсах пăрахрĕ, тет. Пырать чăхă çулпа макăрса. Хирĕç çынсем килеççĕ, тет.
    — Чăхă, чăхă! Ма макăратăн?— тесе ыйтаççĕ.
    — Епле макăрас мар манăн? Автан тусăм ман куçăма персе шăтарчĕ,— тет чăхă.
    — Автан, автан! Чăхă куçне мĕншĕн шăтартăн эсĕ?— тесе ыйтаççĕ çынсем.
    — Мана шĕшкĕ туратти авăнса çапрĕ, — тет автанĕ.
    — Шĕшкĕ, шĕшкĕ! Мĕншĕн эсĕ тураттупа автана çапрăн?—теççĕ çынсем.
    — Мана качакасем кăшларĕç,—тет шĕшкĕ.
    — Качакасем, качакасем! Шĕшке мĕншĕн кăшларăр эсир?—тесе ыйтаççĕ çынсем.
    — Пире кĕтӳçсем сыхламаççĕ, — теççĕ качакасем.
    — Кĕтӳçсем, кĕтӳçсем! Качакасене мĕншĕн сыхламастăр эсир? — тесе ыйтаççĕ çынсем.
    — Пире хуçа майри çӳхе икерчĕ пĕçерсе çитермерĕ,—теççĕ кĕтӳçсем.
    — Хуçа майри, хуçа майри! Кĕтӳçсене эсĕ мĕншĕн икерчĕ пĕçерсе çитермерĕн?—тесе ыйтаççĕ çынсем.
    — Ман чустана сысна тăкса янă,— тет хуçа майри.
    — Сысна, сысна! Хуçа майрин чустине ма тăкса ятăн эсĕ?—тесе ыйтаççĕ çынсем.
    — Ман çăвăрăмсене кашкăр тытса кайрĕ,—тет сысна.
    — Кашкăр, кашкăр! Сысна çурисене ма тытса кайрăн?—тесе ыйтаççĕ çынсем.
    — Манăн çиес килчĕ! — терĕ, тет, кашкăр.


Тěп страницă
Статья ссылки :: Пичет версиĕ

Admin тӳрлетнě, информацие 2005-08-01 12:25:04 вăхăтра улăштарнă. 9566 хут пăхнă.Тип: Чăваш Ен.
Powered by Gold Wiki, Hosting by Chuvash.Org/Roleplay.Ru, Idea by P-Code, 2005