Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Лаша шырани:
Пĕр çын хăй айĕнчи лашине виçĕ кун шыранă, тет. Пĕр яла пырса ыйтать, тет:
— Лаша курмарăр-и? — тет. — Çук, курмарăмăр, — тесе калаççĕ, тет. Тата тепĕр яла пырса ыйтать, тет: — Лаша курмарăр-и? — тет. — Çук, курмарăмăр, — тесе калăççĕ, тет. Çапла ялтан яла тек çӳрет, тет. Çӳресен-çӳресен, пĕр ăслăрах çынна тĕл пулнă, тет те: — Эсĕ ăçта та пулин ют лаша çӳренине курман-и? — тесе калать, тет. — Çук, курман, — тесе каларĕ, тет. — Хăçан çухалчĕ санăн лашу? — тесе каларĕ, тет, ку çынни. — Паянхипе виçĕ кун ĕнтĕ ак, — тесе каларĕ, тет, лаша шыраканни. — Лашу мĕн тĕслĕччĕ? — тесе ыйтрĕ, тет, леш çынни. — Шурă улаччĕ, — тесе каларĕ, тет, лаша шыраканни. — Çак ху айăнтиех мар-и? — тесе каларĕ, тет, леш çынни. Хайхи юланут çинчен анса пăхрĕ, тет те, лашине: — Çакă, çакă, çакă! — терĕ, тет. Лаши çине сиксе утланчĕ, тет те, савăнса чуптара пачĕ, тет, килне. Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2006-07-30 14:41:53 вăхăтра улăштарнă. 10395 хут пăхнă. | |
|