Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Юрату пуçламăшě


Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.


    Пит хĕрӳллĕ иртрĕ чĕрĕк,
    Эп вĕрентĕм тăрăшса.
    Ман юлташчĕ кӳршĕ хĕрĕ,
    Вăй вылянă юр ашса.
    
    Урока та хатĕрленнĕ
    Юнашар ларса куллен.
    Пĕр-пĕриншĕн хăпĕртенĕ
    Лайăх вĕреннипелен.
    
    Халь эпир ӳссе çитетпĕр,
    Вăтанма пуçларăмăр.
    Маншăн вăл сар кайăк евĕр,
    Пĕр-пĕрне куçларăмăр.
    
    Хĕр çинчен шутлатăп вĕçсĕр,
    Çывăрма выртсассăн та,
    Тĕлĕкре курасчĕ кĕçĕр
    Пурçăн тумлă вăрманта.
    
    Юрату çапла пулать-ши? —
    Тĕлĕнетĕп эп хамран.
    Хĕр ман шухăша туять-ши,
    Кулмĕ-ши сиссен манран!
    
    Пурпĕрех хăйса калаймăп
    Чун-чĕре хĕмленнине,
    Урăх никама саваймăп:
    Пăркăçлаймăп чĕрене.
    
    Маншăн спорт вăййи сăваплă,
    Палăрасчĕ-ха шкулта.
    Кĕрешме кирлех хăватлăх,
    Ытларах ĕçлес тулта.
    
    Çирĕп йĕкĕте тиркеймĕç
    Салтака кайма лексен,
    Шкулĕпех мана хисеплĕç,
    Чунĕ туртăнĕ пикен.
    
    Эп сăра та тутанмастăп,
    Кирлĕ мар пирус-сигар.
    Нихăçан çынна хăртмастăп,
    Ма пулас карма çăвар?
    
    Ват çынна хисеп тăвасчĕ,
    Пулăшасчĕ кирлĕ чух.
    Концертра хитре юрласчĕ,
    Ăшшăн пăхтăр савăк чун.
    
    Ĕç тесен — вут пек çунатăп,
    Вулама та ӳркенмен.
    Аслă шкул çинчен шутлатăп:
    Вĕренни — ахах, мерчен.
    
    Кӳршĕ хĕрĕ — çут хĕвелçĕм,
    Юратмашкăн тивĕçех,
    Пуртăр-ха чунра телейçĕм, —
    — Шанчăк, кайăк пек вĕçех!
    
Петр Гаврилов-Меречен
    "Сувар" №1 (472) 05.01.2003 хаçачěнчен илнě


Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки