Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Юратăр тěнчене


Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.


    Куç умĕнче те çын чун-чĕринче
    Нихçан никам ăнланайми тĕнче,
    Самант пире телей илсе килет те,
    Самант çав телеех туртса илет.
    Кулатпăр-и куççулĕ тухиччен,
    Йĕретпĕр-и куççулĕ юлмиччен,
    Турри пире темле шăпа пӳрсен те,
    Вăл панă ĕмĕт пит кĕске иккен!
    Тавах кун-çулăма, тавах, тавах,
    Тем-тем курса ăнлантăм эп хамах —
    Тĕнче хитре. Çак тĕнчене юратăр,
    Ыр çынсене юратăр уйрăмах.
    Тĕнче хитре хĕвел кулса тăрсан,
    Тĕнче хитре чун канăçлă пулсан.
    Чăвашăмсем, пĕрне-пĕри каçарăр,
    Пĕрне-пĕри ыр сунăр кăмăлтан.
    Ёак ĕмĕр тăрăх утăр юрăпа,
    Тус-тантăшпа та савнă мăшăрпа,
    Пĕрне-пĕри вăй парăр, вут хыптарăр
    Юратупа та ăшă сăмахпа.
    Тавах, тăванăмсем, тавах сире,
    Эсир — кашни пĕри — ман чĕрере.
    Шăп сирĕнпе пулма Турри çырнишĕн
    Телейлĕ тетĕп хамăн ĕмĕре.
    
Валерий Яковлева
    "Сувар" №1 (472) 05.01.2003 хаçачěнчен илнě


Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки