Шăнкăр-шăнкăр çăл куç,
Кăмăлна эс ан хуç
Çурхи каç кĕввине каласа,
Сан патна çитсенех,
Сассуна илтсенех
Иртнĕ кунăм килет-çке аса.
Çĕмĕртсем çурăлсан,
Кĕмĕл уйăх тухсан
Шăпчăксем шăрататчĕç юрра.
Иккĕн шăп ларнă чух,
Куçран куç пăхнă чух
Шăнкăр шыв калаçатчĕ умра.
Шăнкăр-шăнкăр çăл куç,
Йăлтăркка шурăмпуç
Çупăрлатчĕç телей ĕшнине.
Сисеймерĕ чĕрем,
Пĕлеймерĕ чĕрем
Уйрăлу çывăхра пулнине.
Вĕрене çулçине
Халь тăкать шыв çине,
Вăл туять эп пĕччен анасса.
Шăнкăр-шăнкăр çăл куç,
Кăмăла эс ан хуç
Çурхи каç кĕввине каласа.