Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Чуста çăрма вĕренни
Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.
Пĕр хĕр качча кайнă, тет. Çăкăр пĕçерсен, çăкăрĕ ăнман, тет, унан, ăшĕнчен çăнăх муклашкисем тухнă, тет. Хуняма карчăк вăрçать, тет:
— Çăкăр пĕçерме пĕлместĕн, ухмах, чуста çăрма пĕлместĕн, чустана ăна хул хушшине тар тухиччен çăрас пулать, — тесе калать, тет.
Хайхи тепĕр кунне лăпах çăкăр пĕçермелле пулнă, тет. Çĕнĕ кин çăрать-çăрать, тет те, хул хушшине тытса пăхать, тет.
Кусем патне аппăшĕ пырса кĕрет, тет:
— Чуста çăратни-мĕн? — тесе калать, тет.
— Чуста çăрап-та-ха, — тесе калать, тет, — анне мана хул хушшине тар тухиччен çăрма каласаччĕ. Тарĕ те тухрĕ, те тухмарĕ — пăх-ха эс, — тесе калать, тет. Аллине çĕкленĕ, тет, аппăшĕ пăхрĕ, тет:
— Эй, сан кунта, — тесе каларĕ, тет, ку, — те тар тухнă, те кăпăкланса ларнă, те чуста... — тесе каларĕ, тет.
— Апла пулсан, пăрахас-ши çăр-ма? — тесе калать, тет, çамрăк кин.
Çавăн чух вара, чăнахах та, шутсăр лайăх пулнă, тет, çăкри. Халь хуняма карчăк та мухтама пуçларĕ, тет.
— Вăт ман кин епле пултарать, кулачă пек çăкăр пĕçерсе çитерет, — тесе калать, тет.
Çавăнтан кайран вара шутсăр лайăх пĕçерме вĕренчĕ, тет, кин.
Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки