Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Улпутпа шуйттан
Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.
Пурăнна, тет, пĕр улпут. Пĕррехинче вăл тарçисем мĕнле ĕçленине пăхма каять. Улпута пĕр шуйттан тĕл пулнă. Шуйттан улпут хыççăн кайнă. Çул çинче вĕсем пĕр хресчен ака тунине курнă. Хресченĕ лашине вăрçнă:
— Эй, шуйттан илесшĕ, çавна та туртаймастăн! — тенĕ.
Улпучĕ каланă:
— Ав, сана лашине парасшăн, ил! — тенĕ шуйттана.
Шуйттан каланă:
— Вăл чунĕпе каламасть çав, — тенĕ.
Вĕсем малалла утнă. Вĕсем хресчен çемйи тырă акнине курнă. Ачи кăшкăрса макарнă. Амăш каланă:
— Шуйттан илесшĕ, чарăнмарĕ паян, — тенĕ.
Улпут паçăрхи пекех каланă:
— Ав, сана ачине парасшăн, ил! — тенĕ.
Шуйттанĕ:
— Ачине памасть çав, хăратма çеç калать, — тенĕ.
Амăшĕ çав вăхăтра ачине тытнă та чуптăва-чуптăва ыталанă.
Кусем малалла кайнă та тарçисем ĕçленине курнă. Тарçисем каланă:
— Шуйттан илесшĕ, татах килчĕ! — тенĕ.
— Ав, сана илĕр, теççĕ, чунтан калаççĕ, — тенĕ шуйттанĕ.
Шуйттан улпута ярса тытнă та хăйпе илсе кайнă.
Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки