Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Тилěпе упа
Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.
Тилĕпе упа тус пулнă. Вĕсем пĕрле ĕçсе çинĕ. Вĕсен пĕр черес пыл пулнă.
Ăна тилли вăрттăн çинĕ. Упи калать, тет:
— Пыла кам çинĕ? — тесе калать, тет.— Эс çинĕ пуль!
Тилли калать, тет:
— Эп çимен, ху çинĕ пуль!— тесе калать, тет.
Упи калать, тет:
— Эп çимен!
Тилли калать, тет:
— Атя кăмакана кутăн тăрса хěртĕнер!— тесе калать, тет.— Камран пыл тухать, çав айăплă пулĕ.
Упи калать, тет:
— Атя, эппин, тăрар!
Тăраççĕ, тет, кăмака хутнă чухне. Тăра-тăра упи çывăрсах кайнă, тет, Упи çывăрса кайнă, тет те, тилли пыл илнĕ, тет, упи çумне сĕркеленĕ, тет. Упана:
— Тăр-ха!— тесе калать, тет.— Санран пыл тухрĕ,— тесе калать, тет.
Упа айăплă пулчĕ, тилли тӳрĕ пулче, тет.
Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки