Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Сурхури юррисем
Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.
Çитрĕ, çитрĕ сурхури!
Сурхури, сурхури терĕмĕр,
Сурхури çитрĕ курăнать.
Атьăр тухăр, ачасем,
Урам тăрăх кайăпăр,
Килĕрен киле çӳрĕпĕр,
Килĕрен кукăль чӳклĕпĕр.
* * *
— Мучи, пире кĕртетни?
Кĕртмесессĕн каятпăр.
— Кĕртет, кĕртет, ан кайăр.
— Кинемей, пире кукăль пар.
Паратни те памасни?
Кукăль памасан каятпăр.
— Парать, парать, ан кайăр.
* * *
Сурхури!
Сурăхсем путек туччăр-и,
Арăмсем ача туччăр-и,
Хĕрсем хĕсĕр пулччăр-и?
Кĕрпе пур-и, çу пур-и?..
Сак тулли ача-пăча,
Урай тулли путекки,
Пĕр вĕçĕ шывра пултăр,
Тепĕр вĕçĕ — картара!
Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки