Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Сĕрен юррисемпе такмакĕсем
Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.
Тимухха пичче-ев!
Тянь-тянь тяппи-и!
Кĕл вучахĕнче
Икĕ çăмарти-и пулмĕ-ши-и?
Ытах икĕ çăмарти пулмасан
Уша юпи тăрринчи
Икĕ пус укçи-и пулмĕ-ши-и?
Эпир каламастпăр —
Ачасем калаççĕ!
* * *
Эй, хуçа килте-и?
Çапла-çапла çӳретпĕр,
Авалхи йăлана пăрахмастпăр,
Çĕнĕрен йăла кăлармастпăр.
Тӳрчки çине мĕн утланать?
Тараккана мĕн çиет?
Хăнкăлана мĕн çиет?
Вун ик кукăль, пĕр чĕрес сăра!
* * *
Пире сăра памасан
Пички пăкки хуçăлтăр;
Пире чăкăт памасан
Ĕне сĕтне типĕттĕр;
Пире çмарта памасан
Чăххин кучĕ питрĕнтĕр.
* * *
П ĕ р и: Сĕрен! Сĕрен!
У ш к ă н п а:
Пире сăра памасан
Чир-чĕр тухса ан кайтăр!
П ĕ р и: Сĕрен! Сĕрен!
У ш к ă н п а:
Пире эрех памасан
Чир-чĕр туртса хутлаттăр!
Пĕри: Сĕрен! Сĕрен!
У ш к ă н п а:
Пире укçа памасан
Киремечĕ тапăнтăр!
П ĕ р и: Сĕрен! Сĕрен!
У ш к ă н п а:
Пире пăрçа памасан
Шĕпĕнпеле аптратăр!
П ĕ р и: Сĕрен! Сĕрен!
У ш к ă н п а:
Пире çмарта памасан
Ирĕх çырлахма ан пĕлтĕр!
П ĕ р и: Сĕрен! Сĕрен!
У ш к ă н п а:
Пире сĕт-çу памасан
Ĕне сĕтне типĕттĕр!
П ĕ р и: Сĕрен! Сĕрен!
У ш к ă н п а:
Кăна эпир ыйтмастпăр,
— Пир(ĕ)н ачисем ыйтаççĕ.
П у р т е: Сĕрен! Сĕрен!
* * *
Сĕрен! Сĕрен! Сĕрен!
Паян пирĕн мĕскер тумалла? —
Анатран тăвалла тухмалла.
Айли кăна хайли ай хайли.
Ах, тăвансем, пĕрле шут тăвар,
Ялти ватăсене пуççапар.
Ваттисене пуççапса пуç ӳкмĕ,
Ваттисен пехилĕ çĕре ӳкмĕ.
* * *
Çак çĕрĕн тăршшĕпе çӳрекен —
Карта урлă сикен кашкăр пек.
Айлюк, айнур, айлим, ай-хайлим.
Çак çĕрĕн тăршшĕпе çывракан —
Сак айĕнче ларан шур хур пек.
Урхамахсем урпа çиеççĕ,
Шăлĕсем шанасса пĕлмеççĕ.
Пире çиекенсем çиеççĕ,
Хăйсем мĕн курасса пĕлмеççĕ.
* * *
Кĕçĕр йăва çиетпĕр,
Ыран пăтă çиетпĕр.
Кĕçĕр сĕрен! теетпĕр,
Ыран мункун! теетпĕр.
* * *
Сĕрен те сĕрен тееççĕ,
Ыран та мункун тееççĕ.
Вун икĕ чăрăш пĕр кутран:
Тăрринчен татас, шан тăвас,
Çурринчен çурас, çурт тăвас.
Тăмана тытрăм, хуплу турăм
Шăнтарай умне кучченеç.
* * *
Сĕрен, сĕрен терĕмĕр,
Сĕрен çитсе иртсе кайрĕ.
Халĕ паян мункун пулать,
Мункун пăтти çиетпĕр,
Ыран яшка çиетпĕр.
Чир-чĕрсене тартрăмăр,
Халĕ сывă пурнатпăр.
Карчăккисем юрлаччăр,
Стариккисем ташлаччăр.
* * *
Упи каçман çырминчен эпир каçса килтĕмĕр.
Упи тухман вăрманчен эпир тухса килтĕмĕр.
— Эй, аппа, тус аппа, тус аппа, пире кала-ха.
Çӳл ампарта вир пăтти — çиейресчĕ çупала...
— Йытă кулли пултăрах, йытă кулли пултăрах.
Хĕвел анать, каç пулать, выляйрасчĕ хĕрпеле.
— Кĕтни харам пултăрах, кĕтни харам пултăрах.
Ашшĕ хаяр тееççĕ, ашшĕ хаяр тееççĕ.
— Алтăр тĕпĕ сыв пултăр, алтăр тĕпĕ сыв пултăр.
Амăш хаяр тееççĕ, амăш хаяр тееççĕ.
— Курка тĕпĕ сыв пултăр, курка тĕпĕ сыв пултăр.
Пиччĕш хаяр тееççĕ, пиччĕш хаяр тееççĕ.
— Черкке тĕпĕ сыв пултăр, черкке тĕпĕ сыв пултăр!
Инкĕш хаяр тееççĕ, инкĕш хаяр тееççĕ.
— Енчĕк тĕпĕ сыв пултăр, енчĕк тĕпĕ сыв пултăр!
Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки