Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Пуппа тарçи


Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.


    Пурăннă пулнă пĕр пуп. Пĕрре пуп тарçă тытнă та килне илсе пынă.
    — Ну, тарçă, лайăх ĕçле. Лайăх ĕçлесен, ахаль тумастăп,— терĕ пуп.
    Тарçă пĕр эрне пурăнсан, утă çулмалли вăхăт çитнĕ.
    — Ачам, — тет пуп тарçине, — турă пулăшнипе чипер выртса çывăрар та ыран ирех утă çулма кайăпăр,—тет.
    — Юрать, — тет тарçă пупне.
    Хай кусем ирхине ирех тăчĕç. Ирех тачĕç те, пупĕ матăшкине калать:
    — Маташкă, пире ирех апат çитер-ха, эпир улăха утă çулма каятпăр, — тет.
    Майри сĕтел çине апат илсе пырса лартрĕ. Пупĕпе тарçи çирĕç те, пупĕ тарçине калать:
    Ларнă-ларнах, кантăрлахи апат та çиер, вара канмасăр каçаллачченех çулар, — тет.
    Тарçи:
    — Юрать, — тет.
    Майри кантăрлахи апат та илсе пырса лартрĕ. Пупĕпе тарçи пĕрер кашăк çирĕç те тăранчĕç. Пупĕ тарçине калать:
    — Ларнă-ларнах, каçалла апачĕ те çиер, вара каçхи апатченех çулăпăр, — тет.
    — Юрать, — тет тарçи.
    Пуп майри каçаллахи апат та пырса лартрĕ. Весем каллех пĕрер кашăк сыпрĕç те тăранчĕç. Пупĕ:
    — Ларнă-ларнах, каçхи апат та çиер, — тет.
    — Юрать, — тет тарçи.
    Пуп майри каçхи апат та илсе пырса лартрĕ. Пĕрер кашăк сыпрĕç те тăранчĕç. Тарçи хай чаппанне илчĕ те тухса кайма хатĕрленчĕ.
    — Ăçта каятăн эсĕ? — тет пупĕ.
    — Мĕнле ăçта? Хăвăрах пĕлетĕр, пуп атте, каçхи апат çисен, кам ĕçлет. Каçхи апат çисен, çывăрма выртаççĕ, — тет.
    Лупасайне кайре те тарçи тепĕр тул çутăличчен çывăрчĕ. Çавăнтан кайран вара пупĕ тарçине нихçан та пĕрре ларсан ирхи, кантăрлахи, каçаллахи тата каçхи апат çитермерĕ, тет.


Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки