Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Лаша шырани
Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.
Пĕр çын хăй айĕнчи лашине виçĕ кун шыранă, тет. Пĕр яла пырса ыйтать, тет:
— Лаша курмарăр-и? — тет.
— Çук, курмарăмăр, — тесе калаççĕ, тет.
Тата тепĕр яла пырса ыйтать, тет:
— Лаша курмарăр-и? — тет.
— Çук, курмарăмăр, — тесе калăççĕ, тет.
Çапла ялтан яла тек çӳрет, тет. Çӳресен-çӳресен, пĕр ăслăрах çынна тĕл пулнă, тет те:
— Эсĕ ăçта та пулин ют лаша çӳренине курман-и? — тесе калать, тет.
— Çук, курман, — тесе каларĕ, тет. — Хăçан çухалчĕ санăн лашу? — тесе каларĕ, тет, ку çынни.
— Паянхипе виçĕ кун ĕнтĕ ак, — тесе каларĕ, тет, лаша шыраканни.
— Лашу мĕн тĕслĕччĕ? — тесе ыйтрĕ, тет, леш çынни.
— Шурă улаччĕ, — тесе каларĕ, тет, лаша шыраканни.
— Çак ху айăнтиех мар-и? — тесе каларĕ, тет, леш çынни.
Хайхи юланут çинчен анса пăхрĕ, тет те, лашине:
— Çакă, çакă, çакă! — терĕ, тет.
Лаши çине сиксе утланчĕ, тет те, савăнса чуптара пачĕ, тет, килне.
Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки