Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Кин шыракан
Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.
Пурăннă, тет, пĕр ялта Иванпа амăшĕ. Пурăнсан-пурăнсан, Иван амăшĕ ывăлне авлантарма шутлать. Вара ял çине кин шырама михĕ йăтса тухса каять. Урамăн варринелле çитсен, çынсене калать:
— Камăн çӳп-çап пур, пурте мана парăр! — тет.
Пурте кун патнелле çӳп-çап йăтса чупаççĕ, тет. Пĕр çамрăк чиперкке хĕр ун çывăхĕнчен иртсе пынă пулнă. Иван амăшĕ калать, тет:
— Хĕрĕм, сирĕн çӳп-çап çуккă-им?
Хĕрĕ калать, тет:
— Çукка çав, эпир çийĕнчех тăкса пынă, — тесе калать, тет.
— Ну, ку ман кин пуласси! — тесе каларĕ, тет, Иван амăшĕ.
Вара кун патне хăтана ячĕç, тет, хĕре качча илчĕç, тет. Халĕ те аван пурăнаççĕ, тет.
Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки