Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Кăвакарчăн (юрă)


Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.


    
Сăвви: Борис Борлен
    Кěвви: Алексей Наумов

    
Мăшăрне пěр кăвакарчăн
Чарăнмасăр чуп тăвать.
Виççěмěшě пырса ларчě,
Вăл та темěскер калать.

Хушса юрламалли:
Манăн та пулса курасчě
Кăвакарчăн пек паян.
Сан патна пырса ларасчě
Каçхи улаха тухсан.

Кăлтăр-кăлтăр кăвакарчăн
Уткалать те чупкалать.
Çěкленет кăвак çуначě
Виççěмěшне хăвалать.

Хушса юрламалли:

Пур-ши, çук-ши манăн шанчăк,
Чун-чěре ăна пěлмест.
Пурпěрех ман нихăçан та
Виççěмěш пулас килмест.

Кăлтăр-кăлтăр кăвакарчăн
Кăмăлсăр сас кăларать.
Иккěшě вěçсе хăпарчěç,
Виççěмěш пěччен юлать.

Хушса юрламалли:

Тěлěкре вěçсе çӳретěп,
Тусăм пур пек юнашар.
Вăранса кайсан сисетěп,
Тěлěк çеç ку, чăнлăх мар.

    "Сувар" №7 (477) 14.02.2003 хаçачěнчен илнě


Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки