Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Вăкăр, така, автан, хур, кушак
Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.
Пĕр вăкăр юман кутне выртнă, тет те, йĕкелĕсем пăт-пат ӳкеççĕ, тет. Вăкăр ку йĕкел ӳкнипе хăраса каять: «Кунта пăшалпа переççĕ-çке»,—тет.
Пырать-пырать те такана тел пулать. Така çапла калать:
— Ну, вăкăр тус, —тет,—мана та илсе каятни?—тет.
— Атя, атя,—тет вăкăр,—печчентен иккĕн авантарах пулĕ,—тет.
Каяç-каяç те автана тĕл пулаç. Автан калать:
— Ну. Вăкăр тус, мана та илсе каятни?—тет.
— Атя, атя,— тет вăкăр,—иккĕнтен виççĕн авантарах пулĕ, —тет.
Каяç-каяç, хура тĕл пулаç. Хур калать:
— Вăкăр тус, мана та илсе каятри?—тет.
— Атя, атя,— тет вăкăр,—виççĕнтен тăваттăн авантарах пулĕ,—тет.
Каяç-каяç, кушака тĕл пулаç. Кушак калать:
— Вăкăр тус, мана илсе каятри?— тет.
— Атя, атя,—тет вăкăр,—тăваттăнтан пиллĕкĕн авантарах пулĕ,—тет.
Каяç-каяç, пĕр вырăна чарăнаç. Кушак калать:
— Атя, вăкăр тус, пӳрт лартар,— тет.
— Мана пĕр хӳтлĕх пулсан юрать,— тет вăкăр.
Кушак калать:
— Атя, така тус, пӳрт лартар,— тет.
— Мана та хӳтлĕх пулсан юрать,— тет така. Ку та килĕшмерĕ.
Кушак каллех калать:
— Атя, хур тус, пӳрт лартар,— тет.
Хур калать:
— Мана пĕр вак куç пулсан юрать,—тет.
Кушак калать:
— Атя, автан тус, пӳрт лартар,— тет. р
Автан калать:
— Мана пĕр кашта пулсан çитет, — тет.
Кушак тус пĕчченех пӳрт лартрĕ, тет. Пырать, тет, вăкăр кушак пӳрчĕ патне.
— Уç, кушак тус,—тет. Кушак:
— Кайса тăр хӳтлĕхне,—тет.
— Уçсан уç, атту пӳртне ишеп,— тет вăкăр.
Кушак уçса кĕртрĕ, тет. Унтан така пычĕ, тет.
— Уç, кушак тус.—тет. Кушак калать:
— Кайса тăр хӳтлĕхне, — тет.
— Уçсан уç, атту тĕксе йăвантарса ярап,— тет така.
Кушак уçса кĕртет. Унтан хур пырать те калать:
— Уç, кушак тус,—тет. Кушак калать:
— Кайса лар вак куçна,—тет.
— Уçсан уç, атту мăкна йăлт çăлса пĕтереп,—тет хур.
Кушак уçса кĕртрĕ, тет. Хайхи автан пычĕ, тет:
— Уç, кушак тус,—тет. Кушак калать:
— Кайса лар кашту çине,—тет.
— Уçсан уç, атту йăлтах тăприне чавса пĕтереп,—тет автан.
Кушак ирĕксĕр уçса кёртрĕ, тет. Кусем çапла пурăнаç, тет. Пурăнсан-пурăнсан, кунта кашкăр ушкăнĕ пычĕ, тет.
— Тавай кунта кĕрер,—тесе калаç, тет.
Пирвай ват кашкарĕ кĕрсе кайрĕ. тет. Кĕчĕ, тет те, вăкăрпа така ăна персе хĕстерчĕç, тет. Автанĕ:
— Кикириккиик!— тесе авăтса ярать, тет.—Тавай тĕкне татас,—тет.
Хурĕ калать, тет:
— Кака-как, кака-как, тавай пуçне çурас,—тесе калать, тет.
Хайхи кашкăр тухса тарчĕ, тет.
— Ах тур, унта май мар,—тесе калать, тет.— Тавай тарар,—тесе калать, тет.— Вăкăрĕпе таки пĕтĕмпе сĕксе хĕстерчĕç,—тет.—Хурĕ: «Кака-как, пуçне çурас,—тесе калать», тет.—Автанĕ: «Тĕкне татас,—тесе калать», тет.
Кашкăрсем:
— Тавай тарар,—теççĕ, тет.
Хайхисем каяç-каяç, тет. Халь те пулин каяç. тет.
Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки