Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Çынсенчен уйрăм
Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.
Пĕр мухтанчăк, хăй валли пӳрт кăмаки тутарма шухăшласан, кăмака тăвакана чĕнсе пырса унран:
— Итле-халĕ, эсĕ ман пӳрт валли кăмака туса парăн-и? — тесе ыйта пуçларĕ, тет.
— Парăп — тесе каларĕ, тет, кăмака тăваканĕ те.
— Туса парасса парăн та, анчах эсĕ манăн пӳрт кăмакине мĕнле те пулнн çынсенĕн кăмакисенчен урăх тĕрлĕ ту, — тет хуçи.
— Епле урăх тĕрлĕ? — тесе ыйтать, тет, ку ăнланаймасăр.
— Мĕнле те пулин çынсенĕнчен урăхларах пултăр, — тет хуçи.
Кăмака тăваканĕ пăртакçă шухăшласа пăхса тăчĕ, тет те:
— Юрĕ, туса парăп, çынсенĕнчен урăхларах пулĕ, — терĕ, тет.
Хуçи киле кайсан, ку кăмака тăвакан ăста пӳрт кăмакине пӳртĕн тул енне турĕ хучĕ, тет те:
— Эпĕ пӳрт кăмакине туса пĕтертĕм, атя епле тунине пырса пăх, — тесе, хуçине кăмака курма чĕне пуçларĕ, тет.
— Епле, çынсенĕн пек туса памарăн-и? — тесе ыйтать, тет, хуçи. I
— Çук, çынсенĕн пек тумарăм, — тет ăсти.
— Апла пулсан, атя-халĕ, епле тунине пырса курам, — терĕ, тет те, иккĕш курма тухса кайрĕç, тет.
Пӳрчĕ ăшне кĕрсе пăхсан, кăмакине курмасăр:
— Кăмаку санăн ăçта? — тесе ыйта пуçларĕ, тет, хуçи кăмака тăвакан ăстинчен.
— Пӳртĕн камакине эпĕ тул енне туса лартрăм, — тет ăсти.
— Мĕншĕн апла унта туса лартрăн? — тесе ыйта пуçларĕ, тет, хуçи тĕленсе.
— Мĕншĕн тăвасси-мĕнĕ, çынсенĕн пек тума хушмарăн вĕт, çавăнпа эпĕ пӳртĕн кăмакине çынсенĕнчен мĕнпе те пулин уйрăм тумашкăн юри тул енне лартсаттăм, — тет ăсти те кулса.
Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки