Система
Регистраци
Кěмелли


 Юмахсем
 Халапсем
 Юрăсем
 Сăвăсем
 Пурнăç йěрки
 Ваттисен сăмахěсем
 Ялсем
 Шупашкар
 Ссылкăсем

 Добавить
 Пěтěм список
 Хушмаллисем  Шырамалли
 Сайт çинчен
 Инструкци

Get Firefox!
Чăваш халăх сайчĕ

Чăваш халăх канашлăвĕ
Рейтинг@Mail.ru
 Ямшăкпа Киремет:
 

    Пĕр чăваш почта ямшăкĕнче çӳренĕ. Пĕрре вăл почта куне хыççан килне пĕр тăватă çухрăмра ларакан яла кайнă. Уйра ăна пĕр çуран хĕрарам хăваласа çитнĕ. Унпа пĕрле пĕр-икĕ йытă пулнă. Çав арăм почта ямшакне: урапа çине ларт мана тенĕ. Ямшăкĕ ăна лартнă. Ямшăкпа арăм пĕр-пĕринпе пӳплеме тытăннă. Ямшăкĕ каланă: «Пирĕн яла выльăх мурĕ килсе кĕчĕ, сурăхсем ытла та нумай вилеççĕ», — тенĕ.
    Çав хушăра хĕрарăм урапа çинчен сиксе аннă та йытă пулса тăнă. Вăл вара хăйпе пĕрле килнĕ йытăсене тулла пуçланă. Туллама чарăнсан вăл каллех арăм пулнă та каллех ямшăк урапи çине улăхса ларнă. Ямшăк унран ыйтнă: «Ма эсĕ хупа пĕрле килнĕ йытăсене тулларăн?» — тенĕ. Лешĕ каланă: «Эпĕ — Киремет, вĕсем Вупкăнăн (мурăн) çурисем. Эпĕ вĕсене кашни килре виçĕ пуç выльăх хăварма каларăм, вĕсем пĕрне те хăвармаççĕ, йăлтах пĕтереççĕ», — тенĕ. Ял çумĕнчи çырма патне çитсен Киремет урапа çинчен анса юлнă.
    Ямшăк килне таврăнсан хăй мĕн курни-илтнине хăйсен ялĕнчи юмăç карчăккине каласа кăтартнă. Юмăç ял çыннисене каланă: «Вупкăн чӳкне тăвас пулать», — тенĕ. Çынсем чӳк тума кĕрпепе çу илсе пынă, виçĕ хура путек халăхпа илсе пуснă. Виçĕ путек ашне виçĕ хуранта пĕçернĕ. Ашпа пăтти пиçсен кĕлĕ каласа пуççапнă. Кĕллине юмăç вуланă. Кĕллин сăмаххисем çаксем пулнă. «Э писмелле! Вупкăн турă, Вупкăн ашшĕ, Вупкăн амăшĕ, çырлаха парăр! Аша каçарăр! Ялта чир-чĕрсене тасатса тухса кайăр. Хĕн-асап ан парăр. Тăватă кĕтеслĕ çанталăк, ăçта савнă çавăнта кайăр, пирĕн ялта ан пурăнăр!» Çав кĕлĕ хыççăн аш яшкине, ашне, пăттине çинĕ. Çисе ярайманнине пуснă путексен тирĕсене çĕр чавса тăпра айне пытарнă.
    
    Комиссаров, 72 с.
    
Çавăн пекех Вупкăн çинчен ытти халапсене пăхăр.


Тěп страницă
Статья ссылки :: Пичет версиĕ

Admin тӳрлетнě, информацие 2005-09-24 14:24:25 вăхăтра улăштарнă. 4281 хут пăхнă.Тип: Паллă çынсем.
Powered by Gold Wiki, Hosting by Chuvash.Org/Roleplay.Ru, Idea by P-Code, 2005