Система
Регистраци
Кěмелли


 Юмахсем
 Халапсем
 Юрăсем
 Сăвăсем
 Пурнăç йěрки
 Ваттисен сăмахěсем
 Ялсем
 Шупашкар
 Ссылкăсем

 Добавить
 Пěтěм список
 Хушмаллисем
 Шырамалли
 Сайт çинчен
 Инструкци

Get Firefox!
Чăваш халăх сайчĕ

Чăваш халăх канашлăвĕ
Рейтинг@Mail.ru
 Юспа пăсара:
 

    Пĕрисен тĕпсакайĕнче юспа пăсара пурăннă. Пĕрре кил хуçи арăмĕ йăва пĕçернĕ те сивĕнме çатмана кантăк умне лартнă. Хăй выльăх-чĕрлĕхне апат пама тула тухса кайнă.
    Пӳртре шăпăртлансанах, юс йăпăрт-япăрт урай хăми хушшинчен сиксе тухать те йăвасене ĕшелене-ĕшелене тĕпсакайне çĕкле пуçлать.
    Сасартăк алкумĕнче такам витресемпе кĕмсĕртеттере пуçлани илтĕнсе каять. Юс çавăнтах çăварти йăвине пăрахать те, тĕпсакайне пытанса, çурăкран сăнаса пăхма тытăнать.
    Часах кил хуçи арăмĕ пӳрте каялла кĕрет те, çатма çинче йăва сахалланнине курса, тĕлĕнсех каять.
    — Ку мĕн пулсан та, кушак кайăк еçĕ!—тесе шухăшласа илет те вăл, пуленке илсе, урай çурăкĕ патĕнче пытанса, сыхла пуçлать.
    Çакна сиссен, юс тăпрас çинчен йăпарт сикет те тутлă ыйхăпа киленсе выртакан пăсара патне чупать.
    — Тăр часрах, ыйхă чăпти! — тет вăл пăсарана.— Пăх-халĕ, мĕнле тутлă йăва пĕçернĕ кил хуçи арăмĕ! Эпĕ хам валли туртса çитертĕм. Сан паю кантăк умěнче çатма çинче выртать. Чуп, пӳртре халĕ никам та çук чухне çĕкле хăвна валли часрах!—тет.
    Пăсара, йăва çинчен илтсессĕнех, ыйхăран вăраннă-вăранман урай хăмисем хушшинчи çурăк патне куçне йăвала-йăвала чупать. Анчах çурăкран çурри таран хĕсĕнкелесе тухма çеç ĕлкĕрет—пуçĕ çине пуленке аçа çапнă пек персе анать. Мĕскĕн пăсара мĕн пулнине те тавçăрса илеймест, çавăнтах вилсе выртать.


Тěп страницă
Статья ссылки :: Пичет версиĕ

Admin тӳрлетнě, информацие 2005-08-04 12:52:16 вăхăтра улăштарнă. 9273 хут пăхнă.Тип: Чăваш Ен.
Powered by Gold Wiki, Hosting by Chuvash.Org/Roleplay.Ru, Idea by P-Code, 2005