Система
Регистраци
Кěмелли


 Юмахсем
 Халапсем
 Юрăсем
 Сăвăсем
 Пурнăç йěрки
 Ваттисен сăмахěсем
 Ялсем
 Шупашкар
 Ссылкăсем

 Добавить
 Пěтěм список
 Хушмаллисем
 Шырамалли
 Сайт çинчен
 Инструкци

Get Firefox!
Чăваш халăх сайчĕ

Чăваш халăх канашлăвĕ
Рейтинг@Mail.ru
 Юпа (асăну) юррисем:
 

    Кĕркунне пĕр акнă ай уçăма
    Çуркунне пĕр пулмасăр курас çук.
    Эпир пĕртăванччĕ, ай уйрăлнă,
    Хамăр вилмесĕрех курас çук.
    
    Тӳпăлхаран вăрман шултра пулмасть,
    Унăн хушшисенчен çул пулмасть.
    Ĕçĕр-çийĕр, тăван, выльăр-кулăр,
    Вилсен çĕр айĕнчен çул пулмасть.
    
     * * *
    
    Çуна тупань шăвать çĕр çинчен,
    Çĕлен шăвать хура çĕр айĕнчен.
    Ах, тăванçăм çавă пур,
    Çĕлен пулса шуса тух,
    Калта пулса касса тух,
    Чуптар пулса чупса кил,
    Чĕкеç пулса вĕçсе кил.
    
     * * *
    
    Çĕр çурăлчĕ, йĕп тухрĕ.
    Тĕрлĕ кайăк килĕ,
    Унăн сассине илтĕпĕр,
    Санăн сассуна илтес çук.
    Хурăнташ-ăруран уйрăлтăн,
    Тăванусенчен уйăрăлтăн.
    Пехиллĕхне пар!
    Атя, атя кĕçĕрлĕхе
    Киле, хăнана —
    Сана илме килтĕмĕр.
    
     * * *
    
    Эпир ташлатпăр, юрлатпăр,
    Ĕçетпĕр, ай-хай çиетпĕр.
    Эсир те çапла ĕçсе-çисе,
    Выляса-кулса пурнăр.
    Сире эпир асăнатпăр,
    Эсир пире ан аснăр.
    Шурăмпуç килет ай çуталса,
    Пур кайăк-кĕшĕк ай хускалса.
    Пур кайăксен сассисем,
    Юррисем те ай илтĕнеç,
    Сирĕн сассем ай илтĕнмеç —
    Эсир кунта ай-хай çук.
    
     * * *
    
    Такана çинче шур пăрçа —
    Шур юр çине ӳксе çухалчĕ.
    Ах, тăванăм тетĕп, ах, тăванăм
    Хура çĕр айне пулса ай çухалчĕ.
    Хураях та хура ай хурлăхан —
    Шыв сулхăнне епле тӳсет-ши?
    Ах, тăванăм тееп те, тăванăм
    Çĕр сулхăнне епле тӳсет-ши?
    
     * * *
    
    Ураллă та кĕлетĕн ай айĕнче
    Тимĕр татăк выртать тутăхса.
    Ах, тăванăм та тетĕп, ах, тăванăм
    Хура çĕр айĕнче выртать хурланса.
    
     * * *
    
    Çеçен хирĕ варринче
    Шĕлпер ĕне килет макăрса,
    Унăн сĕтне суса сахăр ту!
(Вилнĕ çынни арçын пулсан)
    Икĕ кăкру вăйпе пехил ту!
(Вилнĕ çынни хĕрарăм пулсан)
    Икĕ кăкру сĕтпе пехил ту!
    
     * * *
    
    Йăлтăр кăна ай вут çути,
    Çуттисем курăнать, ай ăшши çук.
    Ах, аттеçĕм, аннеçĕм,
    Ятăрсем пур та — хăвăр çук.
    Ваттисенчен юлнă çут тĕнче,
    Пирĕнтенех юлĕ çак тĕнче.
    Пĕрне-пĕри, тăван, хыт ан калăр,
    Ӳкĕнĕçе юлĕ çак тĕнче.
    
     * * *
    
    Хура чĕкеç вĕçет çӳлелле,
    Ыт(ла) çӳле кайиччен курса юлăр.
    Çакă тăванăн Саватерĕн
    Юпи иртсе пырать,
    Ытах иртиччен курса юлăр.
    
     * * *
    
    Ман çĕр çырли çиес килет —
    Çулçисем хупланă çырлине.
    Ман хамăр тăвана курас килет —
    Хура тăпра витнĕ ун çине.
    
    Тĕттĕмĕн-тĕттĕмĕн курăнать —
    Хура вăрман хĕрри пулчĕ пуль.
    Мĕскĕнĕн-мĕскĕнĕн туйăнать —
    Уйрăлас вăхăтсем çитрĕç пуль.
    
    Шурăмпуçпе шăпчăкĕ авăтать,
    Мĕн авăнĕ хурсан юрлĕ-ши?
    Пирĕн тăван пиртен уйрăлать,
    Мĕн юрри юрласан юрĕ-ши?
    
     * * *
    
    Санăн вăхăт çитрĕ,
    Кĕрекене ăсатрĕç.
    Сан пилĕкри пиçиххие
    Йăрхаха çакса хăварап.
    
    Сан кĕрекене илсе тухнă,
    Йăвантарăр ярăр.
    Йытта парăр,
    Кушака ан парăр.
    
    Тухатни, тухатни?
    Тухас пулсан — халех тух.
    Пыратни, пыратни?
    Пырас пулсан — халех пыр.
    
     * * *
    
    Пил ту, умăнта пултăр,
    Çакăнта ĕçсе-çисе кай.
    Эпир пĕр турам пани
    Сана пĕр çăкăр пултăр.
    Масар пуçлăхĕн те,
    Ертсе çӳрекенĕн те
    Умĕнче пултăр.
    Пил ту. Ĕçсе çи те кай.
    
     * * *
    
    Шуралса килет шурăмпуç,
    Шур чаршав карсассăн та — чарăнас çук.
    Пирĕн тăванăн Саватерĕн
    Ĕмри иртсе кайрĕ,
    Шурă кĕмĕл парсан та — чарăнас çук.
    
    Кайăк хур килет картипе,
    Çиме кăларса сапсан та — чарăнас çук.
    Пирĕн тăванăн Саватерĕн
    Емри иртсе кайрĕ,
    Пылпа сахăр парсан та — чарăнмарĕ.


Тěп страницă
Статья ссылки :: Пичет версиĕ

Admin тӳрлетнě, информацие 2006-12-04 10:19:52 вăхăтра улăштарнă. 9884 хут пăхнă.
Powered by Gold Wiki, Hosting by Chuvash.Org/Roleplay.Ru, Idea by P-Code, 2005