Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Эсрел (юмах):
Пĕр çын вилĕмрен питĕ хăранă. Епле те пулсан вилĕмрен хăтăласшăн пулнă. Шухăшласан-шухăшласан, вăл пĕр пыйтă тытнă та: «Ăна ӳстерсе, тирне сӳсе эсреле кăтартатăп та, çак мĕн тирне пĕл, вара тин ман чуна ил»,—тейĕп, тенĕ.
Чăнахах та хайхи пыйтăна ӳстере пуçланă. Лайăх çитернĕ, пăхнă ăна тем пекех. Пĕр тăватă-пилĕк çултан пыйтă кăвакал пек пулнă. Вара çав çын ăна пусса тирне сӳсе илнĕ. Нумаях та вăхăт иртмен — эсрел пырса та çитнĕ. Çавине хулпуççи çине тăратнă, старике: — Вĕлеретĕп! — тет. Старик пыйтă тирне туртса кăларать те: — Тăхта-ха, çак мĕн тирне пĕл, вара вĕлер,—тет. Эсрел тире çавăркаласа пăхкаларĕ те паллаймарĕ. Вара çавине усса ярса тухса кайрĕ, тет. Пурăнсан-пурăнсан, çав кӳршĕрех тепĕр çыннăн вилĕмĕ çитнĕ пулнă. Эсрел часрах çавине тăратса пынă, тет. Ку çын эсреле: — Мĕншĕн-ха эсĕ мана вĕлересшĕн, манран ваттисем те пурăнаççĕ халĕ, — тенĕ. Эсрел: — Эпĕ пĕр старик патне пытăм та, вăл мана темĕскер тирĕ кăтартрĕ. «Çак мĕн тирне пĕл, вара вĕлер», — терĕ. Эпĕ пĕлеймерĕм те вĕлереймерĕм, — тет. Çынни: — Çав пыйтă тирне те паллаймарăн-и? — тет. Эсрел хайхи хыпаланса старике вĕлерме тухса каять. Çын тире кăларсанах: — Ку пыйтă тирĕ вĕт! — терĕ те çынна вĕлерсе тухса кайрĕ. Унтан кӳршĕ çыннине те кайса вĕлерчĕ, тет. Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2005-09-17 17:07:10 вăхăтра улăштарнă. 13815 хут пăхнă.Тип: Чăваш Ен. | |
|