Система
Регистраци
Кěмелли


 Юмахсем
 Халапсем
 Юрăсем
 Сăвăсем
 Пурнăç йěрки
 Ваттисен сăмахěсем
 Ялсем
 Шупашкар
 Ссылкăсем

 Добавить
 Пěтěм список
 Хушмаллисем  Шырамалли
 Сайт çинчен
 Инструкци

Get Firefox!
Чăваш халăх сайчĕ

Чăваш халăх канашлăвĕ
Рейтинг@Mail.ru
 Эрешменпе шăна вут патне кайни:
 

    Ĕлĕк-авал çĕр çинче вут пулман тет. Анчах та çĕр çинче пурăна-кансем таçта инçетре-инçетре, пĕр тĕпсĕр шăтăкра, вут çуталса выртнине курнă тет. Патша указ кăларать тет: «Кам та кам çав çунакан вутта çĕр çине илсе хăпарать, çавна ĕмĕр килрен киле çӳресе савăнмалла тăватăп», — тенĕ тет. Шутласан-шутласан вут илме эрешмен анма шутлать тет. Аннă чух хăйĕн паутинкипе тĕрлĕ эреш туса анать тет хăпарма лайăх пултăр тесе. Чылай вăхăт иртсен эрешмен вут патне çитсе каялла хăпарма пуçлать тет. Хăпарнă чух хăй хыççăн паутинкине вут пуççи çунтарса пĕтерсех пырать тет. Акă эрешмен çĕр çине тухсан ывăннипе тӳрех çывăрса каять тет.
    Ирхине ирех чи малтан шăна тăрать те урам тăрăх нăйлатса çӳреме пуçлать тет. Акă вăл эрешмен çумĕнче вут пуççи çунса выртнине курать тет те тӳрех вут пуççине йăтса патша патне каять тет.
    Эрешмен вăрансан хăй çумĕнче вут пуççи çуккине курса тӳрех шăна патне каять тет те шăна мухтанса тăнине курах каять тет. Эрешмен хăй мĕнле картасем карса анса хăпарни çинчен каласа парать. Пурне те шăтăк патне илсе каять тет те, анчах темле тилмĕрсе пăхсан та пĕр карта йĕрĕ те курмаççĕ тет. Вара эрешмене суеçĕ тесе яланах тĕттĕм кĕтессенче çӳремелле тунă. Шăнана ĕмĕр-ĕмĕр килрен киле çӳресе савăнмалла тунă тет. Çавăнпа халĕ те эрешмен шăнана курсан яланах ĕлĕкхишĕн тавăрма тăрăшать тет.
    
    1985 ç.Чăваш Енĕн Комсомольски районĕнчи Тăманлă Выçлинче М. Перьевăран Т. Перьева çырса илнĕ. ЧПГĂИ ĂА, 12 йыш. кĕн., 6274 инв №, 61-мĕш тетр.
    
Çавăн пекех хурт-кăпшанкă çинчен калакан ытти халапсене пăхăр.


Тěп страницă
Статья ссылки :: Пичет версиĕ

Admin тӳрлетнě, информацие 2005-11-18 11:53:43 вăхăтра улăштарнă. 4217 хут пăхнă.Тип: Паллă çынсем.
Powered by Gold Wiki, Hosting by Chuvash.Org/Roleplay.Ru, Idea by P-Code, 2005