| 
  Система  Регистраци  Кěмелли  Юмахсем  Халапсем  Юрăсем  Сăвăсем  Пурнăç йěрки  Ваттисен сăмахěсем  Ялсем  Шупашкар  Ссылкăсем  Добавить  Пěтěм список  Хушмаллисем  Шырамалли  Сайт çинчен  Инструкци     |  Ылтăн панулми:  
    Тахçан авал пурăннă, тет, пĕр патша. Пĕррехинче вăл йăпанма шут тытать те, халăха пĕлтерме тесе тарçисене мĕнпур таврана кăларса ярать. — Эй, халăх! Кам та кам патшана ĕненме пултарайман мыскара шухăшласа тупать, çавна патша ылтăн панулми парать! Кĕçех мĕнпур тавраран патша ывăлĕсемпе княçсем, купсасемпе тĕрлĕрен çынсем пыра-пыра каяççĕ, анчах нихăшĕ те патшана юраймаççĕ. Юлашкинчен патша патне кăкшăм йăтнă пĕр чухăн çитсе кĕрет. — Мĕр(Мěн?) кирлĕ сана? — ыйтать унран патша. — Сывă-и, патша? — тет кăна чухăн. — Эпĕ хамăн укçана илме килтĕм: сан мана пĕр кăкшăм укçа памалла вĕт? — Суятăн эс, ман сана нимĕнле парăм та çук, — тет чухăна патша. — Суятăп тетĕн-и? Апла пулсан, тавай ылтăн панулмине! Патша чухăн чееленнине сисет те сăмаха юриех аяккалла пăрма тăрăшса: — Çук, эс суймастăн иккен, — тесе хурать. — Суймастăп пулсан, кивçен илнине халех парса тат. Çапла вара, патшан ирĕксĕрех ăслă чухăна ылтăн панулми пама лекет.  Тěп страницă  Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2005-09-08 12:59:43 вăхăтра улăштарнă. 14760 хут пăхнă.Тип: Чăваш Ен. | |
| 
 | ||