Система
Регистраци
Кěмелли


 Юмахсем
 Халапсем
 Юрăсем
 Сăвăсем
 Пурнăç йěрки
 Ваттисен сăмахěсем
 Ялсем
 Шупашкар
 Ссылкăсем

 Добавить
 Пěтěм список
 Хушмаллисем
 Шырамалли
 Сайт çинчен
 Инструкци

Get Firefox!
Чăваш халăх сайчĕ

Чăваш халăх канашлăвĕ
Рейтинг@Mail.ru
 Шуйттана хăратни:
 

    Пĕр старик кашни каçах вăрмана хурт хуралне кайнă, тет. Унта ун выртса тăма пĕр пӳрт пулнă, тет. Çав пӳрте кашни каç шуйттан пăтă пеçерме пынă, тет.
    Пĕр каç старик çапла хурт хуралне каять. Кайсан-кайсан, чукмар хирĕç пулать.
    — Атя манпа, — тет старик.
    Чукмар килĕшет. Кайрĕç пĕрле. Пăшатан хирĕç пулчĕ.
    — Атя манпа, — тет старик.
    Кайрĕç виççĕн. Нумай каяçи, сахали (юмахра час пулать), кусене рак тĕл пулать.
    — Атя манпа, — тет старик.
    Рак килĕшет. Кайсан-кайсан, йĕкелпе çĕпре тĕл пулаççĕ, вĕсем те старикпе пĕрле пыраççĕ. Çитрĕç, тет, хайхисем хурт хуралне. Ракĕ лаххана кĕрет, чукмарĕ алăк патне сак айне выртать. Йĕкел вучаха, çĕпри алăк умне, пăшатан пукан çине вырнаçаççĕ. Çĕрле хайхи шуйттан пырса кĕрет, ун алли шăннă, часах пăтă пĕçерме тапратать, хăй аллине ăшăтма вучах патне тăсать. Çав вăхăтра йĕкел шарт! çурăлса каять, шуйттан аллине пĕçертет ярать. Аллине шыва чикет — рак хаччипе хĕстерсе тытать, хăранипе шуйттан пукан çине кайса ларать, пăшатан çине тăрăнать. Тухса тарма тытăнать—çĕпре çине шуса ӳкет. Çав вăхăтра старик:
    — Чыш, чукмар! — тет те, хайхи чукмар сиксе тухса шуйттана вĕтелентерме тытăнать.
    Шуйттан аран-аран тухса шăвăнать. Çавăнтан вара вăл хурал пӳртне пăтă пĕçерме пыма пăрахрĕ, тет.


Тěп страницă
Статья ссылки :: Пичет версиĕ

Admin тӳрлетнě, информацие 2005-09-18 00:07:38 вăхăтра улăштарнă. 13286 хут пăхнă.Тип: Чăваш Ен.
Powered by Gold Wiki, Hosting by Chuvash.Org/Roleplay.Ru, Idea by P-Code, 2005