Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Шу паттăр:
Тискер тăшман тапăнса килсен Шу паттăр çарпа хирĕç тухнă та виç кун та виç каç чарăнмасăр çапăçнă. Никам та каялла чакман. Ӳпре пĕлĕчĕ пек хуп-хура тăракан тăшмана тытса чарнă. Йĕри-тавра лаша сиксе каçайми виле выртнă, патянпа ăсмалла юн юхнă. Пĕр çапăçура Шу паттăрăн лашине сăнăпа чиксе вĕлернĕ, хăйне вăтăр та виçĕ хут амантнă, кăкăрне хĕçпе шăтарнă. Вăл хăйне шыв варринчи утрав çине кайса хума хушнă.
Кайса хунă ăна утрав çинчи тĕмеске тăррине, пуç айне йĕнерне хунă. Йĕвен чĕлпĕрне тункатаран çыхнă. Йĕнер çине ешĕл хăмăш хурса панă. Тунката çумне сĕвенсе пăхса выртнă Шу паттăр хăйĕн пысăк çĕршывĕ çине. Йĕкĕтсем çакăн хыççăн тăшмана тата хытăрах тустарма пуçланă. Тăшман чăтса тăрайман, чакма пуçланă. Шу паттăр нукерĕсем ăна урса кайса хăваланă. Тăшман шыв урлă каçса тарма шутланă. Каçас тенĕ çĕрте Шу паттăр выртакан тĕмеске юхса пынине курсан хăраса ӳкнĕ. Шу паттăр халь-халь сиксе тăрса вĕсене хăвалас пекех курăннă. Çухăра-çухăра чупнă тăшман салтакĕсем, анчах Шу паттăр çарĕнчен тарса хăтăлайман. Шу паттăр аслă шыв варрипе анаталла юхса пынă, унăн çарĕ çыран-па васкамасăр анаталла аннă. Атăл çинчи Аслă ту патне çитсен тĕмескеллĕ утрав çырана пырса чарăннă. Нукерĕсем Шу паттăрне çӳллĕ ту çине йăтса хăпарнă, чаплăн пытарнă. Шывхан сăрчĕ теççĕ çав вырăна. Вал халĕ те пур. 1986 ç. Пенза облаçěнчи Сăрттанлă районěнчи Пикмăрсаль ялěнче А. П. Краснощековăпа Е. А. Матвеевăран В. П. Никитинпа В. И. Дворников çырса илнě. — В. П. Станьял архивěнчен. Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2005-08-03 13:43:21 вăхăтра улăштарнă. 9979 хут пăхнă.Тип: Паллă çынсем. | |
|