Система
Регистраци
Кěмелли


 Юмахсем
 Халапсем
 Юрăсем
 Сăвăсем
 Пурнăç йěрки
 Ваттисен сăмахěсем
 Ялсем
 Шупашкар
 Ссылкăсем

 Добавить
 Пěтěм список
 Хушмаллисем
 Шырамалли
 Сайт çинчен
 Инструкци

Get Firefox!
Чăваш халăх сайчĕ

Чăваш халăх канашлăвĕ
Рейтинг@Mail.ru
 Шанчăксăр çын йытăран начар:
 

    Пĕр çыннăн питĕ ăслă йытă пулнă. Вăл, хуçи ăçта кайсассăн та, унтан юлман, яланах унпа пĕрле ерсе пынă.
    Пĕрре çак йытă хуçи вутă татма вăрмана каять. Йытă хальхинче те унпа пĕрле ерсе пырать. Вăрмана пырса çитсессĕн, хай çын пĕр пысăках мар йывăçа касма тесе пурттине çĕклет кăна — йывăç кутĕнче çĕлĕк пысăкăш ылтăн муклашки выртнине курах каять. Çын калама çук савăнса ӳкет. «Акă пысăк мул тупрăм, ку ылтăна киле илсе таврăнатăп та унпа çĕнĕ пӳрт, лаша тата ытти выльăх-чĕрлĕх туянатăп», — тесе шухăшлать. Анчах, ылтăн муклашкине илме тесе, аллине тăсать кăна — юман хыçĕнчен пĕр шурă сухаллă старик сиксе тухать те:
    — Ан ил ман ылтăна! — тесе кăшкăрать ăна.
    — Мĕнле санăн пултăр вăл? Эп тупрăм-çке-ха ăна, — тет ку çын.
    — Ну, юрĕ, парăп, эппин, ăна сана, анчах эс хăвăн шанчăклă çыннуна чĕнсе кил кунта, — тет старик.
    Хай çын пурттине ылтăн муклашки патне хурса хăварать те яла шанчăклă çын чĕнсе килме чупать. Вăрмантан тухичченех ăна çул çинче пĕр палламан çын тĕл пулать.
    — Ăçта васкаса чупатăп? — тесе ыйтать унтан хирĕç пулнă палламан çын.
    — Вăрманта ылтăн тупрăм та, пĕр старик ăка памарĕ: «Шанчăклă çыннуна чĕнсе кил, вара парăп»,— терĕ, — тет. — Халĕ çавăнпа яла чупаттăм,— тет хай çын, чупма чарăнса.
    — Эпĕ пулам-и шанчăклă çынну? — тесе калать ăна палламан çын.
    Ку уйлать-уйлать* те:
    — Пул ара, атя каяр, — тет. Пырса çитеççĕ юман патне. Анчах хай старик çук та. Ылтăн муклашкипе пуртă çав вырăнтах выртаççĕ. Старик килессе кĕтсен-кĕтсен, хай вутă касма пынă çыннăн çывăрасси киле пуçлать.
    — Манăн ыйхă килет, выртса çывăрам-ха эпĕ. Старик килсен, эс вăрат вара мана, — тет те, çывăрма выртать вăл.
    Йытти вĕсенчен тăват-пилĕк утăм пек айккинерех палламан çын çине пăхса ларать.
    Вутă касма килнĕ çын çывăрса кайсассăнах, палламан çын юман кутĕнче выртакан пуртта ярса тытать те çывăракан çын пуçне касма тăрать. Анчах аллине çĕклеме те ĕлкĕреймест — айккинче пăхса ларакан йытă кун çине хăрр туса сиксе ӳкет те пуртă тытнă аллине кап хыпса илет.
    Йытă хăрăлтатнă сасăпа çывăракан çын вăранса каять. Йытă палламан çынна тапăннине курсан, вăл сиксе тăрать те йыттине вăрçса тăкать — чарăнма хушать. Йытти, хуçине итлесе, малтанхи вырăнне кайса ларать.
    Унччен те пулмасть — хай ватă старик каллех юман хыçĕнчен тухса тăрать. Хай палламан çын, ăна курсанах, пăрахса тарать. Вăл хаяр вăрă-хурах пулнă-мĕн — вăрман касакан çын ăна пĕлмен те.
    Шур сухаллă старик ку вутă касакана калать вара:
    — Ку санăн шанчăклă çынну пулчĕ пулать ĕнтĕ. Йытту пулман пулсан, пуçна та çухататтăн вĕт! — терĕ, тет те, ылтăн муклашкине йăтса, хăй çулĕпе малалла утрĕ, тет.
* - Шухăшлать.


Тěп страницă
Статья ссылки :: Пичет версиĕ

Admin тӳрлетнě, информацие 2005-09-07 13:43:10 вăхăтра улăштарнă. 13319 хут пăхнă.Тип: Чăваш Ен.
Powered by Gold Wiki, Hosting by Chuvash.Org/Roleplay.Ru, Idea by P-Code, 2005