Система
Регистраци
Кěмелли


 Юмахсем
 Халапсем
 Юрăсем
 Сăвăсем
 Пурнăç йěрки
 Ваттисен сăмахěсем
 Ялсем
 Шупашкар
 Ссылкăсем

 Добавить
 Пěтěм список
 Хушмаллисем
 Шырамалли
 Сайт çинчен
 Инструкци

Get Firefox!
Чăваш халăх сайчĕ

Чăваш халăх канашлăвĕ
Рейтинг@Mail.ru
 Чыслă юратушăн:
 

    Юрату çинчен çырнишĕн,
    Вулакан, ан айăпла:
    Сăвăç калăплать ырришĕн,
    Пӳлĕх панă вăй-халпа.
    
    Юрату — кун-çул илемĕ,
    Чи вăйли вăл тĕнчере.
    Юрату — чĕре хĕлхемĕ,
    Чыслă тăвĕ ĕмĕре.
    
    Юрату — ĕçри мухтавлăх,
    Чуншăн çурăлнă чечек.
    Кирлĕ мар ăна ултавлăх,
    Пултăр вăл çăл шывĕ пек.
    
    Юрату — вăй-хал çуначĕ,
    Йăлтăркка телей кӳлли.
    Яланах ăна упрасчĕ,
    Вăл ан пултăр çын кулли.
    
    Юрату аркатĕ вирлĕ
    Йăнăш çулпала кайсан.
    Чун амакĕ, юлăн чирлĕ,
    Пурнăçа ăнланмасан.
    
    Юрату ăспа тăванлă,
    Ырламасть вăл пуçтаха.
    Юратсах — тĕнче асамлă:
    Тур пиллет сăваплăха.
    
    Чыслă, çутă юратушăн
    Сăвă-юрă çырăнни.
    Ăс пулинччĕ хуть ăрушăн,
    Тĕксĕм пулмĕ пурăнни.
    
Петр Гаврилов-Меречен
    "Сувар" №7 (477) 14.02.2003 хаçачěнчен илнě


Тěп страницă
Статья ссылки :: Пичет версиĕ

Admin тӳрлетнě, информацие 2005-09-04 23:49:16 вăхăтра улăштарнă. 9550 хут пăхнă.Тип: Йăла-йĕрке.
Powered by Gold Wiki, Hosting by Chuvash.Org/Roleplay.Ru, Idea by P-Code, 2005