Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Чее тилě:
Пĕр старик вăрмантан тилĕ чĕрĕллех тытса таврăнать те карчăкне калать:
— Карчăк, манăн кивĕ çĕлĕке кăмакана пăрахса çунтарса яр. Эпĕ çĕлĕклĕх питĕ аван тир тупса килтĕм, пăх-ха,—тет те мишук ăшĕнчен тилле кăларса урайне ярать. Карчăкĕ вут хутса тăнă пулнă. Старик çĕлĕкне илет те кăмакана пăнлаттарать. Старик калать: — Тилĕ тус, ĕнтĕ эпĕ сана çĕлĕк тума пусатăп. Виличчен эсĕ пире пĕрре ташласа кăтарт-ха. Старик хай çĕçĕ хăйрать. Мĕскĕн тилли унталла-кунталла пăхкалать. Мăнтарăн чунĕ! Пит вилес килмест пуль! Тилĕ чӳречерен вăрман еннел-ле вăрттăн пăхать. Старик çĕçĕ хăйраса пĕтерчĕ те тил-ле калять: — Ну, тилĕ тус, ташла, ташламас-тăн пулсан—пусатăп. Тилĕ калать: — Ташласси ташлăп та эпĕ, манăн ташлама хитре кĕпе çук çавă. Карчăкпа старик ку тилле кĕпе тупса тăхăнтараççĕ. Тилли ташлама хатĕрленсе ура çине тăчĕ. Хăйне хăй тăрăххăн пăхкалать. Старик калать: — Мĕншĕн ташламастăн тата, тилĕ тус? — Ташласса ташлăп та,—тет тилли,—манăн пуçра хушпу çук-çке. Карчăкпа старик тилле хушпу тупса тăхăнтарчĕç. Тилли хушпу тăхăнсан та çаплах ташламасть-ха. Хăйне хăй тата тăрăххăн пăхать. Карчăкпа старик иккĕшĕ те: — Ташла ĕнтĕ, тилĕ тус, ташла, мĕншĕн ташламастăн?—теççĕ. Тилли калать: — Ташласса ташлăп та, манăн тенкĕллĕ мăй çыххи çук-çке. Карчăкпа старик тенкĕллĕ мăй çыххи те параççĕ. Тилли çаплах ташламасть. — Манăн алăра сулă çук-ха тата, — тет. Стариккипе карчăкĕ тилĕ мĕн ыйтнине пурне те тупса пачěç те, тилли кăшт уçăлса кулкалама пуçларĕ. Старик кěсле калама тытăнчĕ, тилĕ хуллен-хуллен ташлама пуçларĕ. Çăмăлланса, çăмăлланса ташлать. Хушпу тенкисем, мăй çыххи тенкисем шăнкăртатса çеç тăраççё. Карчăкě çунакан кăмакана пăрахсах алă çупа пуçларě. — Çăмăлтарах ташла, тилě тус, ну, яра пар,—тет старик. Хай те алхасса кайнă. Сиксе тăрса тилěпе ташласси анчах. Тилли тем тĕрлĕ илемле, çăмăллан ташлать. Стариккипе карчак тĕлĕнсе хытсах кайрĕç. Тилĕ ташласа çӳрерĕ-çӳрерĕ те хăйне ăша пулнă пек тытса калать: Алăк уççи уçăрах, Кантăк хуппи уçăрах. Хай карчăк вăр-вар алăкне, кантăкне уçса пăрахрĕ. Тилĕ хĕпĕртесе кула-кула ташласа çӳрет. Тилĕ ташласа çӳрерĕ-çӳрерĕ те алăкран вĕлт тухса шурĕ. Карчăкпа старик çăвара карса юлчĕç. Пĕтĕм мул та, çĕлĕк те пĕтрĕ. Тилли те пит чее çав! Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2005-07-31 16:59:00 вăхăтра улăштарнă. 10823 хут пăхнă.Тип: Чăваш Ен. | |
|