Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Чăвашсем Иван Грознăй çарне пулăшни:
Мускав патши Иван Васильевич Грознăй Хусана илни çинчен чăвашсем хăйсем çапла калаççĕ. Чăвашсем Хусан патшисене пăхăнса тăнă. Хусан патшисем чăвашсенчен питĕ хулăн куланай шăйăрнă. Хăйсен улпучĕсене парăмсем пухма кăларса ярсан Хусан улпучĕсем чăвашсенчен питĕ мăшкăлланă, хĕснĕ, вĕсен хĕрĕсене Хусана патшасем патне хăваласа кайнă. Çавăн пек пусмăрпа мăшкăла тӳсеймесĕр чăвашсем Мускав патши патне кайса унтан хӳтлĕх шырама шутлаççĕ. Вырăс патши чăвашсене питĕ кăмăллăн йышăнать, пулăшма сăмах парать. Иван Грознăй Хусанпа вăрçма тухсан чăвашсем вырăссене хăйсем юратман ханлăха хирĕç кĕрешме пулăшса пынă: Хусан еннелле кайма çул кăтартса пынă, тутарсен вăрттăн засадисемпе укрепленийĕсене çĕмĕрме пулăшнă.
Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2006-02-01 19:10:04 вăхăтра улăштарнă. 9256 хут пăхнă.Тип: Паллă çынсем. | |
|