Система ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() |
Хуняшшĕпе кинĕ:
Кинĕ хуран çуса яшка пĕçерме çакнă чухне хуняшшĕ ялан:
— Кинĕм мунча кĕнĕ чух пĕртте хăлхине çумасть, — тенĕ. Кинĕ вара: «Пурне те çăватăп-çке кашни мунчарах, мĕншĕн апла калать-ши?» — тесе шутланă. Хуняшшĕ çапла кашни кун каланă, анчах мĕншĕнне тĕплĕн пĕлтермен. Кашни мунча кĕмессерен кинĕ ăшă шывпа, супăньпе хăлхисене темиçе хут çунă — çав-çавах хуняшшĕ хуран çăвакан кинне çавăн пек каланă. Вара, кинĕ тавçăрманнине сиссе, хуняшшĕ каланă: — Эсĕ, кинĕм, хуран ăшне анчах мар, хăлăпне те таса çу-ха, — тенĕ. ![]() ![]() Admin тӳрлетнě, информацие 2006-07-30 15:01:46 вăхăтра улăштарнă. 8920 хут пăхнă. | |
|