Система
Регистраци
Кěмелли


 Юмахсем
 Халапсем
 Юрăсем
 Сăвăсем
 Пурнăç йěрки
 Ваттисен сăмахěсем
 Ялсем
 Шупашкар
 Ссылкăсем

 Добавить
 Пěтěм список
 Хушмаллисем
 Шырамалли
 Сайт çинчен
 Инструкци

Get Firefox!
Чăваш халăх сайчĕ

Чăваш халăх канашлăвĕ
Рейтинг@Mail.ru
 Хаяр карчăк:
 

    Карчăкпа старик пурăннă. Урăх вĕсен никам та пулман. Карчăкĕ питĕ кутăн пулнă, стариккине пĕрре те картман, сăмах калама та паман. Çавах та старик чăтса пурăннă, вăй çитнĕ таран кăштăртатса çӳресе ĕçленĕ.
    Пĕрре çапла килте хутма вутă пĕтсе çитсен, вăл, начар лашине кӳлсе, хăрăк шанкă пуçтарма вăрмана кайрĕ.
    Çӳрерĕ ку çапла вăрманта, хăрăк шанкă пуçтарса. Çӳренĕ çĕрте çĕре анса каякан шăтăк курах кайрĕ. Шăтăкĕ те мар тĕлĕнтерчĕ старике, шăтăк тавра хурăн çырли хĕп-хĕрлĕ пиçсе ларнă.
    Старик çырлана курса ытараймарĕ, калпакне хыврĕ те пуçĕнчен çырла татма тытăнчĕ. Пĕр калпак туллиех татса тултарчĕ те, лашине çавăрса, шанкă çине хăпарса килнелле кайрĕ. Çитрĕ килне. Ку çара пуçăн килнине карчăкĕ курчĕ те тӳрех тем-тем сăмах каласа ятлама тытăнчĕ.
    — Карчăк, ытла тӳрех ан ятла-ха, эпĕ çырла татса килтĕм. Ним ăшне татма та май килмерĕ, вара калпак ăшне татрăм. Çырли питĕ нумай, нихçан та татса пĕтереес çук, — терĕ старик.
    Карчăк тин лăпланчĕ. Старикки аллинчен çырла тултарнă калпакне илчĕ те тӳрех çиме тытăнчĕ. Ывçи-ывçипе ывăçласа çисе ларать пусма картлашки çинче карчăк. Старик, утне тăварса, урапа çинчен шанкине пушатрĕ.
    — Ну, старик, ыран мана вăрмана çырла пуçтарма илсе кай. Эпĕ çырла çиме питĕ юрататăп, — терĕ карчăк, старикки татса килнĕ çырлана çисе ярсан.
    — Юрать, илсе каятăп, ăна никам та пуçтарса пĕтерес çук,— терĕ старик.
    Тепĕр кунне старик карчăкне вăрмана çырла пуçтарма илсе кайрĕ. Вăл хăй ĕнер çырла татнă çĕре илсе çитерчĕ. Карчăк шăтăк тавра ларакан çырлана çăткăн пекех пуçтарма тытăнчĕ —ниçталла пăхмасăр çырла татать. Старик унтан инçе мар урапи патĕнче тăрать. Тăрать те шухăшлать: «Çак ман карчăк çавах мана картмасть, унпа ыррине сахал куртăм, манăн ăна тавай тĕпĕпех туса хăварас», — тет хăй ăшĕнче.
    Унтан çаврăнса, карчăкĕ хыçне вăраххăн, систермелле мар пычĕ те тӳрех шăтăка тĕксе ячĕ. Карчăк шăтăка анса ка-айрĕ. Старик пĕчченех киле вĕçтерчĕ. Килте вăл пĕчченех пурна пуçларĕ.
    Карчăк анса кайнă шăтăкра усал ларнă.
    — Аха, ман пата карчăк килчĕ, — терĕ усал.
    — Эсĕ тата мĕнлескер? Эпě ку таранччен хам старикрен хăраман та санран хăратăп-и! — кăшкăрса пăрахрĕ карчăк усала.
    Унччен те пулмарĕ — карчăк усал çине утланса ларчĕ. Вĕлерет карчăк усала муритлесе.
    Усалăн сехри хăпса тухрĕ. Ним тума та пĕлмест. Тухса тарас — тухаймасть; малтан та çак шăтăкран тухаймасăр ларнă усал. Халĕ карчăк утланса çӳресе тăна янипе пушшех вăйĕ пĕтрĕ кун. Çавнашкал аппаланса пурăнаççĕ карчăкпа усал.
    Килте пĕчченех пурăнсан-пурăнсан старике карчăкĕ аса килчĕ, унăн ăна шеллес килчĕ. «Мĕнле пурнать-ши?» — тесе, кайса пăхмалла шут турĕ. Вĕрен илчĕ те кайрĕ шăтăк патне. Шăтăка вĕрен ячĕ.
    Усал, вĕрен ярсанах, вĕрентен çакăнчĕ. Старик, вĕрентен карчăкĕ тытрĕ тесе, туртса кăларчĕ. Шăтăкран карчăк мар, усал тухрĕ тăчĕ.
    — Ну, старик, тавах сана, юрать-ха кăлартăн. Карчăку тăна илчĕ вĕт. Халь ĕнтĕ санран уйăрăлмастăп, — терĕ.
    Старик, карчăкĕ çинчен çапла каланине илтсен: «Ку усалтан та хăрамасть те, ăна мĕн шеллес?— тесе, карчăкне кăларма та шутламарĕ, кайрĕ килне шанкă тиесе. Унран усал та юлмарĕ, вăл шанкă пухма пулăшрĕ.
    Киле çитрĕç. Старик усала çитерчě, ĕçтерчĕ. Усалпа старик пĕрле пурăнса кайрĕç. Усал старике ĕçпе нумай пулăшать: вутă татса парать, ытти ĕçе те тăвать. Аптрамасть, пурăнаççĕ. Усал старике калать:
    — Итле-ха, старик: пурнасса аптрамалла мар пурăнатпăр, анчах пирĕн укçа çук, пирĕн укçа тупмалла,— тет.
    — Тупма кирлине пĕлетĕп те, ăçтан тупăпăр-ха ăна? — терĕ старик.
    — Итле мана: эпĕ улпутăнне вăйлă ăйăрне кайса чирлеттерĕп. Эсĕ чĕртекен пулса пыр та, ăйăра шăлкаласа тĕх-тях тукала. Вара эпĕ ун хыççăн уйрăлса каятăп. Айăр чĕрĕлет те, сана улпут пилĕкçĕр тенкĕ укçа парать, — терĕ усал.
    — Юрĕ, — терĕ старик.
    Усал çакăн хыççăн улпут патне кайса ăйăрне чирлеттерчĕ. Айăр урнă пекех пулса тăчĕ. Çак вăхăтра улпут тĕлне старик те çитнě. Улпут старике курчĕ те:
    — Манăн ăйăра тем пулчĕ. Эсĕ уçма пултараймастăн-и? — терĕ.
    — Пултаратăп, — терĕ ку. Сыватма тытăнчĕ. Шăлкаларĕ, тĕх-тях тукаларĕ. Унччен те пулмарĕ — усал тухса кайрĕ. Айăр малтанхи пекех пулса тăчĕ. Улпут, старике хăй патне илсе кĕртсе, тăраниччен ĕçтерсе çитерчĕ. Унтан пилĕкçĕр тенкĕ укçа парса ăсатса кăларса ячĕ. Старик укçаллă пулса килне таврăпчĕ.
    — Ну, старик, куртăн-и мĕнле укçа тупнине? — терĕ усал.
    — Куртăм, пултаратăн эсĕ, чăнах та,— терĕ старик савăнăçлăн.
    Усал усалах тăвасшăн:
    — Старик, — тет усал,— эпĕ тата тепĕр улпутăн хĕрне чирлеттерсе вĕлеретĕп. Эсĕ унта ан пыр. Эпĕ каятăп та урăх сан пата килместĕп. Сывă пул! — терĕ те тухса кайрĕ усал.
    Усал, кĕçех улпут хĕрĕ патне çитсе, ăна чирлеттернĕ-чирлеттернех. Улпут хĕрĕ чирленĕшĕн хыпаланса ӳкнĕ. Тухтăрсене чĕнтерет, нихăшĕ те нимпе те пулăшаймаççĕ.
    Уитан улпут старик патне çитет.
    — Старик, — тет улпут, — манăн хĕр чирлерĕ. Эсĕ сыватма пултаран, теççĕ, — тет.
    — Çук, пултараймастăп, пымастăп та,— терĕ старик.
    — Суятăн! Пымасан, сана хулăпа кастаратăп! — тесе, çирĕппĕн каласа тухса кайрĕ улпут.
    Усал хăй патне пыма каламарĕ пулин те, каймаллах пулчĕ старикĕн.
    Старик нумаях та шухăшласа тăмарĕ, хăйне валли ăс тупрĕ-тупрех: «Аха,—терĕ вăл,—усал ман карчăкран питĕ хăратчĕ-ха. Тавай манăн ун патне хам карчăк пулса каяс», — терĕ.
    Старик карчăкĕн тумтирне тăхăнчĕ, çӳçпуçне кăларса ячĕ те усал патне тухса утрĕ. Çитсе кĕчĕ хайхи улпут хĕрĕ выртнă пӳлĕме.
    — Аха, шăтăкра манпа пурăннăскер, халĕ эс кунта килтĕн-и-ха? Кăтартам-ха сана эп камне! — тесе аллине саркаласа, усал патнелле утса пырать. Усалăн, карчăка курсанах, пĕтĕм сехри хăпса тухрĕ те, вăл хăранипе çил пек мăкарланса тухса тарчĕ. Хыççăнах улпут хĕрĕ те сывалса тăчĕ. Улпут старике пин тенкĕ парса ăсатса ячĕ. Старик килне у-утрĕ.
    Усал, карчăк хăйне çавах çул парас çук тесе, хăй пураннă шăтăках кайса пурăнмалла турĕ. Кайрĕ те сикрĕ шăтăка. Карчăк та çавăнтах пулнă-мĕн. Вара хаяр карчăкпа усал, вăрçкаласа пурăнса, иккĕшĕ те çав шăтăкрах вилнĕ.


Тěп страницă
Статья ссылки :: Пичет версиĕ

Admin тӳрлетнě, информацие 2005-09-17 17:59:51 вăхăтра улăштарнă. 13955 хут пăхнă.Тип: Чăваш Ен.
Powered by Gold Wiki, Hosting by Chuvash.Org/Roleplay.Ru, Idea by P-Code, 2005