Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Ухмах кашкăр:
Пĕр кашкăр выçса аптранă. Вăл пĕр ăйăр курăк çиме кĕçенсе чупса пынине курнă. Кашкăр ăйăра калать:
— Ман мĕн çиес?—тет. — Манăн хӳрере мĕн çырнă, çавна вулама пĕлетĕн-и?— тет ăйăр. Кашкар чăнахах ĕненчě те вулама тытăнчĕ, тет. Айăрě çавăнтах кашкăра тапса ыткăнтарса ячě, тет. Унтан каллех кяшкăран хырăмĕ выçнă. Вăл апат шырама кайна чух вăкăра тĕл пулнă. Кашкăр вăкăра калать: — Маи мĕн çиес?— тет. Вăкăр калать: — Манăн майрака çинче мěн çырнă, çавна вулама пěлетěн-и?— тет. Кашкăр çавăнтах вулама тытăннă. Хайхи кашкăра вăкăр тĕкнě те, кашкăр ыткăнса кайнă. Вăл хырăм выçса аптранипе каллех апат шарама чупнă. Çул çинче кайнă чух вăл такана тěл пулнă та калать: — Ман мěн çиес?— тет. Така калать: — Эсĕ çыран хĕрне аяла тăр, эпĕ çăварна чупса кĕрсе кайăп,— тет. Кашкăр çыран айне ларчĕ, тет. Така, ту çинчен чупса анчĕ, тет те, кашкăра тĕксе хырăмне çурса пăрахрĕ, тет. Кашкăрĕ татах, хырăмĕ çуралнă пулин те: — Мĕн çиес?!—тесе ӳлесе выртать, тет. Çавăн чухнех кашкăр патне пĕр курак вĕçсе пычĕ, тет те, куçĕсене кăларса кайрĕ, тет. Çапла кашкăр хăй пырне пула пурнăçне пĕтерчĕ, тет. Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2005-07-31 17:09:14 вăхăтра улăштарнă. 9693 хут пăхнă.Тип: Чăваш Ен. | |
|