Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Ухантейпе Селентей:
Çĕн Якалĕнче Ухантей лавккапа тавар сутса пурăннă. Унăн тавар илме укçи çитмен. Вара вăл Матакри Селентейрен кивçен çĕр аллă манит укçа илнĕ. Вăл кивçен илнĕ укçине çулталăк çурăра та тӳлеймен. Селентей пĕрре пынă, иккĕ пынă Ухантей патне кивçен панă укçине ыйтма — Ухантей килĕнче пулман. Селентей çилленсе çапла каланă Ухантей йăмăкне:
— Çулталăк çурă çитрĕ, халь те тупса параймасть. Пĕрре те килтĕм, иккĕ те килтĕм — ялан килте çук. Виççĕмĕшне килсен те пулмасан, Çернюк, укçашăн сана илсе каятăп. Çĕр аллă маните ĕçлесе татиччен ямасăр, тертлентерсе усрăп. Пасар кунĕ çитиччен пиччӳ укçана пырса патăр; пырса параймасан, пасар кунĕ сана илсе каятăпах, — тенĕ. Тепĕр кун, пиччĕш таврăнсан, Çернюк пиччĕшне Селентей каланă сăмахсене каласа кăтартнă. Пасар кунĕ çитсессĕн, Ухантей хăй йăмăкĕн кĕпине, тухйине тăхăнса йăмăкĕ пек пулса, чĕрçиттине çыхса, ăстанпа кĕнчеле авăрласа ларнă. Селентей пасара пынă, тет. Мĕн илмеллине илнĕ те Ухантей патне кĕнĕ, тет, укçа ыйтма. Ухантей татах пулман килĕнче, йăмăкĕ кăна кĕнчеле авăрласа ларнă. Селентей: — Пиччӳ ăçта? — тенĕ. — Самара тавар тиеме кайрĕ, — тенĕ Сернюк. — Самара кайма укçа пур, мана пама çук. Атя, Çернюк, сана илме хăех пырĕ, — тенĕ Селентей. Çернюк каланă: — Мана пурĕпĕрех пурăнасси, выçă усрамасан: икĕ алла пер ĕç, пырăп эппин, — тенĕ те Селентейпе ларса кайнă Матака. Унта пурăннă чух арçын, хĕрле тумланнăскер, урай шăлса çӳп тăкасран пуçне урăх ĕç нимĕн те тăва пĕлмен. Хĕрарăм ĕçне тума пĕр эрне, ик эрне те усранă — ялан нимен те туман. Çавăнпа тарăхса, укçа таврантăр тесе, ку хĕре пĕр пуян ывăлне çĕр маните çураçнă. Хăйсен ялнех туй туса качча панă. Туй туса пĕтерсен, каччипе кинне хĕве хупнă. Хĕве хупсан, арăмĕ кăлетрен тула тухнă та кĕлете хăй вырăнне качака тытса янă, хăй Çĕн Якалне киле таврăнна, йăмăкне Этелеке ларма леçнĕ. Тепĕр кун Ухантей Матака йăмăкне шырама тесе кайнă. — Селентей патне укçа тӳлеме килтĕм. Ăçта манăн йăмăк? — тенĕ Ухантей. Селентей каланă: — Ан тарăх, Ухантей. Эпĕр тупрăмăр çав пĕр инкек. Эс те айăплă, — укçа тӳлеймерĕн; эп те айăплă, — укçа таврăнтăр тесе, Çернюка качча патăмăр та, хĕве хупсан, качака пулса тăнă. Кӳршĕри асамçă карчăкăн кăмăлне хăвартăмăр пулинех, — тенĕ. Ухантей каланă: — Эпĕ сирĕн пăсташăра пĕлместĕп. Мана йăмăка тупса парăр! — тесе айăпла пуçланă. Хăтăшĕ йăлăна пуçланă: — Пĕрре пулнă япалана кайран тума та çук. Каçар, Ухантей, çĕр аллă манит укçана та ыйтмăпăр, тата çине çĕр манит парăпăр, — тенĕ. Ухантей çĕр манит укçана илнĕ, качакана илнĕ те каçарнă. Килне таврăннă та качакине пусса çине, тирне тутарса сутнă. Селентей кайран, Çернюка пасарта курсан, ыйтнă: — Епле сана этем турĕç? — тенĕ. Çернюк каланă: — Тутар мулли патне илсе кайса тӳрлетрĕç, ик-виç çĕр манит тӳлерĕç, — тенĕ. Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2006-07-30 13:59:07 вăхăтра улăштарнă. 8534 хут пăхнă. | |
|