Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Усалсем малтан ангелсем пулнă:
Шуйттан вăл хуп-хура, ĕне пекех мырякаллă тата çунатлă тет, вăл мĕнтен пулни çинчен пĕр çын каласа кăтартрĕ мана. Акă çапла каларĕ: «Туррăн ĕлĕк питĕ аслă ангелĕсем 5 пулнă тет. Вара çавă 5 ангел ытти кĕçĕн ангелсене пăхса тăнă тет. Вĕсенчен пĕри темшĕн питĕ капăрланса кайнă тет, Турă хушнине итлемен тет, вара вăл тата хăйне пăхăнса тăракан кĕçĕн ангелсене те пăсса пĕтернĕ тет. Вара çавă аслă ангела тата çавна пăхса тăракан кĕçĕн ангелсене те Турă çӳлтен çĕре хăваласа янă, вара вĕсем хуп-хура тата мырякаллă пулса кайнă. Шыва ӳкни Шуйттан пулнă, типĕ çĕре ӳкни е Киремет, е Йĕрĕх, е Тӳркĕлли».
1914 ç. Чăваш Енри Канаш районĕнчи Мăрсаванкассинче А.Я.Аделеев çырса илнĕ — ЧПГĂИ ĂА, I, 251, 303-304 с. Çавăн пекех ытти усалсем çинчен калакан халапсене пăхăр. Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2005-09-24 19:27:35 вăхăтра улăштарнă. 6980 хут пăхнă.Тип: Паллă çынсем. | |
|